Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
14 Декабрӗн 2022, 09:00

Вулавпа çыхăннă мероприятисем кирлех

Кашни атте-анне унăн ачи обществăн тулли праваллă çынни пулса çитĕнтĕр тесе тăрăшать. Çакна пурнăçа кĕртес тесен мĕн тумалла-ха? Çавăн пек майсенчен пĕри – ачана вулама хăнăхтарасси. Мĕншĕн тесен вулав тавракурăма анлăлатать, калаçупа çырури сăмахсен йышне ÿстерме пулăшать, паянхи пурнăçран канма май парать.

Вулавпа çыхăннă мероприятисем кирлех
Вулавпа çыхăннă мероприятисем кирлех

Вулав хăнăхăвĕсене аталантарассипе çыхăннă воспитани процесĕ пуçлантăр тесен çак ĕçе ашшĕпе амăшĕ те хутшăнмалла. Уйрăмах амăшĕ. Мĕншĕн тесен анне – чи çывăх çын. Ача малашлăхра аталантăр тесен ашшĕпе амăшĕ мĕн пĕчĕкрен ку енĕпе тимлемелле. Анне вулавĕ амăшĕпе ачи çыхăнăва кĕнипе уйрăлса тăрать. Шăпах ачаран кĕнеке вулама юратас туртăм йĕркеленет те.
«Вулакан анне – вулакан çĕршыв» программа шайĕнче А.А. Ефимова педагог-библиотекарь тата И.Г. Степанова директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Анне кунне халалласа Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче «Вулакан çемье» мероприяти ирттерчĕç. Унта Новиковсен, Тимофеевсен тата Гордеевсен çемйисем пуçаруллă хутшăнчĕç. Ача-пăча вулавĕнче вулакан аннен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Анне аллинчи кĕнеке воспитани памалли тĕп вăй пулса тăрать.
Залра уяв тата ăшă лару-тăру сĕмĕ хуçаланчĕ. Аннесем хăйсен ачисемпе пĕрле илемлĕ сăвă вуласа пачĕç. Поэзи конкурсĕнче вĕсем тĕпренчĕкĕсене пулăшса тĕрлĕ авторсен сăввисене тĕрĕс палăртрĕç. «Манăн çемьен гербĕ» ăмăртура кашни çемье хăйĕн гербĕпе паллаштарчĕ, çемье пахалăхĕсем çинчен каласа пачĕ.
«Килти ĕç» пултарулăх конкурсĕ пурне те тыткăнларĕ. Любовь Гордеева «Баллада о матери» сăвва чуна пырса тивмелле вуларĕ. Злата Тимофеева баян каласа хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ, унăн амăшĕ Мария Николаевна Ф.Тютчевăн çут çанталăк çинчен шăрçаланă сăввине илемлĕ вуласа пачĕ. Новиковсен çемйи анне çинчен чăвашла юрă шăрантарчĕ.
«Кĕнеке çинчен ваттисен сăмахĕсене пух» ĕçе çемьесем çăмăллăн пурнăçларĕç. Çак ăмăрту аннесем те, ачасем те ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕ. «Сăвă хайла» конкурсра ачасен чи çывăх çыннисем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене поэзи чĕлхипе сăвăсем çырма пулăшрĕç.
Ачасем «Что в имени тебе моем…» конкурсра амăшĕсене халалланă чи ăшă та çепĕç сăмахсене каларĕç.
Мĕнпур çемьесем те тивĕçлĕ ăмăртрĕç, литература енĕпе хăйсен пĕлĕвне кирлĕ шайра кăтартрĕç.
Гордеевсен çемйи «Вулама юратакан çемье» номинацинче çĕнтерчĕ, Тимофеевсем «Чи пултаруллă çемье» ята тивĕçрĕç, Новиковсен çемйи «Чи туслă çемье» номинацире мала тухрĕ.
Ачасем вулакансен шутне кĕччĕр тесен çакăн йышши мероприятисене тăтăшах ирттермелле.
Светлана ЕФИМОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Вулавпа çыхăннă мероприятисем кирлех
Вулавпа çыхăннă мероприятисем кирлех
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: