Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
11 Кӑрлач 2023, 12:30

Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ

Январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Нарспи» фольклорпа этнографи чăваш ансамблĕ Ĕпхÿ хулинче Сурхури уявĕ ирттерчĕ. Мероприятие Ĕпхÿ хула округĕн Культурăпа халăх пултарулăхĕн центрĕнче йĕркелерĕç.

Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ
Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ

Сурхури – чăвашсен авалхи хĕллехи уявĕ, ăна кун таврăнăшĕ вăхăтĕнче (зимнее солнцестояние), кун тăршшĕ хушăнма пуçласан уявлаççĕ.
Асăннă уяв пĕр эрне тăршшĕ тăсăлать. Христиан тĕнне йышăннă хыççăн çак наци уявĕ христиансен раштавĕпе пĕр килнĕ, Кăшарниччен (Крещение) пынă.
Сурхури уявĕнче çĕнĕ çулта тыр-пул, пахча çимĕç ăнса пултăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, пурнан пурнăçра ырлăх пултăр тесе йăла-йĕркесем ирттереççĕ.
Мероприятие ватăсем те, ачасем те пухăнчĕç. Юрăсемпе ташăсем, вăйăсемпе юмăç пăхни уява асамлăх кÿчĕç, пуçтарăннисен асĕнче тарăн йĕр хăварчĕç. ПР чăваш Канашĕ «Нарспи» ансамбль ушкăнне, унăн ертÿçине Галина Юрьевна Кириллована, Айрат Мухаматович Бариев концертмейстера тăван халăх культурипе йăли-йĕркине ăша хывма май туса панишĕн чунтан тав тăвать.
Ирина СУХАРЕВА,
регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ.

Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ
Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ
Тăван халăх культурипе йăла-йĕрке уявĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: