Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
24 Кӑрлач 2023, 12:30

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне – 105 çул

Мухтав сана, хисеп те чыс сана,Нихçан ватăлми Чăваш театрĕ!(Порфирий Афанасьев)Чăваш театрне йĕркелесе яраканĕ – Иоаким Максимов-Кошкинский. 1918 çул пуçламăшĕнче вăл Хусанта вĕренекен çамрăксенчен, салтаксенчен сцена çинче выляма ĕмĕтленекен, пултарулăх кăтарма пултаракансен ушкăна пуçтарать.

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  академи драма театрне – 105 çул
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне – 105 çул

1918 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕ. Хусан. Сцена çинче хальччен пулман пулăм – чăвашла спектакль! Пурте чăвашла тумланнă, чăвашла калаçаççĕ, чăвашла юрлаççĕ… Пирвайхи артисчĕсем: Иоаким Максимов-Кошкинский, Ольга Ырзем, Петр Осипов, Ева Терентьева… Хăйсемех драматург та, режиссер та, актер та, художник та. Чăвашла пьеса пулман пирки вĕсем А.Н. Островскин «Ху пурăнас тенĕ пек ан пурăн» драмине чăвашла куçарса хатĕрлеççĕ.
Çак куна чăваш наци театрĕ уçăлнă кун тесе паллă тăваççĕ.
Таса шухăш, сарлака çунат
Халăх панă ĕмĕрлĕх ăна.
Ун театрĕн çăлтăрĕ çунать
Тÿпере чăвашшăн яланах.
(Георгий Ефимов)
И.Максимов-Кошкинский – чăваш театрне, чăвашла кино ÿкерес ĕçе пуçарса яраканĕ, пĕрремĕш режиссер, паллă драматург, Чăваш АССР халăх артисчĕ.
Çамрăк çын театршăн çунать,
Ĕмĕчĕ кĕрет ун пурнăçа.
Ват Хусан телей парса чуна,
Çĕн театр чаршавне уçать.
(Георгий Ефимов)
Кĕтмен вăл гени килессе,
Хăех вылянă вăл, хăех
вăл çырнă…
(Стихван Шавли)
1920 çул театр Шупашкара куçать. Вăл вăхăтри театрăн артисчĕсем çинчен кĕскен çырса кăтартар.
Ольга Ырзем (1892-1979 çç) театрăн пĕрремĕш спектаклĕнчен пуçласа мĕн виличчен сцена çинче вылянă. «Театр – ман пурнăçăм, савăнăçăм, вăл маншăн сывлăш пекех хаклă, кунта эпĕ хамăн телейĕме тупрăм», – тенĕ РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш АССР халăх артистки Ольга Ырзем.
Петр Осипов (1900-1987 çç) – артист, режиссер, куçаруçă, драматург, медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ.
Тани Юн (Бурашникова, 1903-1977 çç) – артистка, куçаруçă, пьесăсем те çырнă.
Кунта вылянă Тани Юн, Ырзем,
Кунта Максимов-Кошкинский
вылянă
Çĕршер артист чуна ыр
вăрлăх акнă.
(Порфирий Афанасьев)
Тани Юн Максимов-Кошкинскине (унăн мăшăрĕ) чăвашла кино ÿкерес ĕçре нумай пулăшнă. Кинори хĕрарăм ролĕсене ытларах вăл вылянă. «Ку ĕçре мана хавхалантараканĕ те, пулăшаканĕ те чăвашсен малтанхи киноартистки Тани Юн пулчĕ», – тенĕ Максимов-Кошкинский хăйĕн автобиографийĕнче. Сăмах май январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тани Юн çуралнăранпа 120 çул пулчĕ.
Кĕске вăхăтрах темиçе кино ÿкернĕ: «Атăл пăлхавçисем», «Хура юпа», «Ял», «Сырпике»… 1931 çул «Чувашкино» студине «Восток кинопа» пĕрлештернĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула «Чувашкино» хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
1959 çулта театра К.В. Иванов ятне панă. Театрта нумай çул ĕçленĕ артистсем: Вера Кузьмина, Валерий Яковлев, Нина Григорьева, Владимир Семенов, Нина Яковлева тата ыттисем те.
Театрăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чи кирли – тăван чĕлхене упрама, юратма вĕрентет, чăваш драматургине ÿсме пулăшать…
Мухтав сана Чăваш театрĕ!
Сан кун-çулу кĕрет юрра.
Чăваш çынни сана юратрĕ,
Санра вăл хăй чунне курать.
(Петĕр Хусанкай)
Рима ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: