Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
14 Нарӑсӑн 2023, 12:00

Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи

Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕ илемлĕ вырăнта, айлăмра вырнаçнă. Йĕри-тавра сăрт-тусем, уй-хирсем сарăлса выртаççĕ. Юнашар пĕвесем те пур. Вĕсенче шыва кĕме, пулă тытма пулать. Ялта 9 класлă шкул, ача-пăча сачĕ, культура çурчĕ, вулавăш тата музей пур. Кунти халăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш тăвать. Çапла ял пурнăçĕ вĕресе тăрать. Хавхалантарса та вутне хурса тăраканĕсем те юнашарах.

Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи
Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи

Йыхăрать ялти вулавăш
Паянхи кун Интернет уçлăхĕ пире пысăк пулăшу кÿрет, унпа усă курма меллĕ. Мĕншĕн тесен вăл кирек мĕнле ыйтăвăн хуравне те тупса парать. Унсăр пуçне унта литература произведенийĕсене те вырнаçтарнă. Павловка ялĕнче пулнă май паянхи кун библиотека хăйĕн пĕлтерĕшне çухатни-çухатманнипе, вăл мĕнле шайра пулнипе кăсăклантăмăр.
Павловкăри вулавăш 1939 çулта уçăлнă. Çитес çулта вăл хăйĕн 85 çулхи çавра юбилейне паллă тăвĕ. Çак вăрăм тапхăрта нумай улшăнусем пулса иртнĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ улшăннă. Паянхи кун библиотека ялти 200 ытла çынна кĕнекесемпе тивĕçтерет. Çав вăхăтрах вĕсемпе кÿршĕ ялсенчи кашни вулаканах усă курма пултарать. Кĕнеке фончĕ çĕнелет, халĕ унăн шучĕ 10 048 экземпляра çитнĕ. Çав шутра 1200-шĕ чăвашла пичетленнисем. Чи аслă кĕнеке 1944 çулта кун çути курнă.
Библиотекарь пулса Надежда Алексеева ĕçлет. Кĕнеке сентрисем хушшинче вăл хăйне килти пекех туять. Çакна вара ăнлантарса пама çăмăл: Надежда Васильевна вулавăшра вăй хума пуçланăранпа 30 çул çитнĕ. Гафури районĕнчи Мракьел (Мраково) ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр чăн малтан воспитатель профессине алла илнĕ. Унтан Ĕпхÿри библиотека техникумĕнче ăс пухнă. Çакăнтанпа вăл кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе тачă çыхăнура тăрать. Ырă та ăшă кăмăллăскер, чунĕпе пуянскер вулакана хăй патне явăçтарассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать.
– Библиотека паян информаципе культура центрĕ шутланать. Апла пулсассăн вулакан периодика кăларăмĕсемпе паллашать, вулать, шухăшлать, кирлĕ информацие илет, культурăллă канать. Эпĕ тăтăшах презентацисем йĕркелетĕп, тĕрлĕ темăна çутатса паракан буклетсем хатĕрлетĕп, тематика, литература каçĕсем, тĕлпулусем ирттеретĕп. Шкулпа, ача сачĕпе тата культура çурчĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме хăнăхнă. Пĕрле тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне çулсерен район шайĕнче иртекен конкурссемпе фестивальсене хутшăнма тăрăшатăп, – тет вулавăш ĕçченĕ.
Аваллăх çÿпçи – пăхса ытарайми
Асăннă учреждени никĕсĕ çинче пĕчĕк музей та йĕркеленĕ. Ăна та Надежда Васильевнах ертсе пырать. Вăл хăй вăхăтĕнче Вера Леонтьевапа пĕрле килĕрен киле çÿресе ĕлĕкхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, тумтир, вăрçа хутшăннă ентешсем çинчен паха материал пухнă.
– Музея халăхпа ĕçлесе 1995 çулта уçрăмăр. Экспонатсем тупса парас ĕçе ял çыннисем пуçаруллă хутшăнчĕç. Халăх музейĕнчи экспонатсен шучĕ кашни çул ÿссе пырать. Паянхи кун аваллăха аса илтерекен япаласем пĕр пине çитрĕç, – тесе тăсрĕ сăмахне аваллăх управçи.
Экспонатсене тематикăпа пĕлсе ушкăнлани куç умĕнче. Пĕр енче – Çар мухтавĕн кĕтесĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисен орден-медалĕсем, фронтра усă курнă япалисем, çапăçу хирĕнчен янă виç кĕтеслĕ çырусем... Вăрçа хутшăннисем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсем тирпейлĕн файл-папкăсенче упранаççĕ.
Тепĕр кĕтес – чăваш çемйин «тĕпелĕ», пурăнакан вырăна аса илтерет. Сентре, çăка хуппинчен ăсталанă сăпка, тем тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем... Арча-çÿпçе, çип пĕтĕрмелли урапа, кĕнчеле, тĕртнĕ пир... Хĕрарăм кĕписем, саппунсемпе кăкăр умне çакмалли эрешсем, мăййасемпе мăй çыххисем... Арçынсен пир кĕписемпе йĕмĕсем, тăла чăлхасем... Çăпатисем мĕне тăраççĕ!
Сентре-çÿлĕксем çинче тăмран, йывăçран, çăка хуппинчен, тимĕртен ăсталанă савăт-сапасем лараççĕ. Çапла пĕчĕк пÿлĕмре мĕн кăна çук-ши? Куç-пуç алчăрать.
Пĕр сăмахпа каласан, Надежда Васильевна несĕлĕмĕрсен ăс-хакăлпа пурлăх культурине шанчăклăн упрать, вĕсемпе шкул, ача сачĕ тата культура çурчĕ вырăнлă усă курать. Пуян еткерлĕх пулас ăрусем патне çитесси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.

Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи
Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи
Вулавăш ĕçченĕ – халăх ăс-хакăлĕн ырă управçи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: