Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
3 Майӑн 2023, 11:30

Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр

Апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи нумай функциллĕ клубра чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине палăртса тематика каçĕ иртнĕ.

Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр

Хăш-пĕр ятсене халăх ялан асра тытмалла, чĕрере упрамалла. Вĕсен пурнăçĕ истори пайĕ, наци мăнаçлăхĕ пулса тăрать. Çакăн пек çынсен шутне чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ те кĕрет. И.Я. Яковлев ыттисем тăвайманнине пурнăçа кĕртнĕ. Университетра пĕрремĕш çул вĕреннĕ чухнех вăл вырăс студенчĕпе В.А. Белилинпа, Н.И. Золотницкипе Н.И. Ильминский ăсчахсен ĕç опытне шута илсе, чăваш чĕлхин сасă уйрăмлăхĕсене тĕпченĕ май чăваш алфавитне йĕркеленĕ, Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçнă. Каярах вăл учительсене хатĕрлемелли шкула çаврăннă.
Иван Яковлева халалланă тематика каçĕнче Кăратмас ялĕнчи «Шевле» ушкăн, Енкрелти «Тантăшсем» халăх вокал тата Эрехĕрринчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕсем, Ольга Иванова юрланă юрăсем янранă. Вырăнти шкулта вĕрентекен пулса ĕçлекен Марина Ильина слайд-презентацисем урлă куракансене И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарнă. Саккăрмĕш класра ăс пухакан Полина Мокеевапа Кăратмасран килнĕ Зоя Колесникова «Асамлă чăваш чĕлхи» тата «Салтак шăпи» сăвăсем вуласа панă.
Район шайĕнчи мероприятие ПР чăвашсен Канашĕн Ермеккей тăрăхĕнчи уйрăмĕн председателĕ Александр Никифоров хутшăннă. Вăл пухăннисене Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнă тата Чăваш чĕлхи кунĕсемпе саламланă. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци палли, унăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăнине палăртнă. Унтан Эрехĕрри ял Канаш пуçлăхĕ Ольга Зарянова сăмах илнĕ, ушкăнсен ертÿçисене Ю.А. Мурзакова, А.В. Дмитриевана тата М.С. Ильинана тăван халăх пултарулăхне, йăли-йĕркисене, культурине юратма вĕрентнĕшĕн, татах та малалла аталантарма тăрăшнăшăн Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Мероприятин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри чăваш халăхĕн паллă та мухтавлă ывăлне сума сăвасси пулса тăнă. Çав вăхăтрах ăна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парас тĕллевпе ыркăмăллăх сĕмĕ те кĕртнĕ. Çапла майпа йĕркелÿçĕсем 10 пин тенкĕ пухма пултарнă. Çакă чăваш халăхĕ ырă та ялан пулăшма хатĕр пулнине çирĕплетсе парать.
Паян эпир И.Я. Яковлева мăнаçлăн çапла калама пултаратпăр: эпир чылай япалана пурнăçа кĕртрĕмĕр, хамăр халăхăн пĕлĕвĕпе культурине пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Халăхăн пĕлĕвне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшатпăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: