Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
17 Майӑн 2023, 10:00

Çитсе курăр «Шур çăл» фестивале

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Алексеевка ялĕ çывăхĕнчи Улмуççи садĕнче (Яблоневый сад) «Шур çăл» регионсем хушшинчи ача-пăчапа çамрăксен конкурс-фестивалĕ иртесси çинчен эпир вулакансене пĕлтернĕччĕ.

Çитсе курăр «Шур çăл» фестивале
Çитсе курăр «Шур çăл» фестивале

Мероприяти кашни çулах çÿллĕ шайра йĕркеленет. Кăçал та вăл анлă та интереслĕ иртессе шантараççĕ уява пуçаракансем. Тĕрлĕ районсемпе хуласенчен килнĕ çамрăк ăрун таланчĕсемпе куракансем те паллашма пултараççĕ. Фестивалĕн Гала-концерчĕ мероприятине вĕçлекен самант пулĕ. Унта çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслĕç. Çак хумхануллă, çав вăхăтрах савăнăçлă самант Улмуççи садĕнче уçă сывлăшра 17.00 сехетре пуçланать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Пишпÿлекĕн тарават çĕрĕ хăнасене кĕтсе илме яланах хатĕр.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: