Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
17 Майӑн 2023, 11:00

Поэта пуç тайма манар мар

Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Кĕçтенттин Иванов çуралнăранпа кăçал май уйăхĕн 27-мĕшĕнче 133 çул çитет.

Поэта пуç тайма манар мар
Поэта пуç тайма манар мар

Çак куна халалласа унăн тăван ялĕнче, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче, май уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Поэт кунĕ» уяв иртет. Программăра – 11.00 сехетре хăнасене кĕтсе илесси, К.Иванов музейĕпе паллашасси, унăн палăкĕ умне чечексем хурасси, Нарспи çăлкуçне çитсе курасси. 13.00 сехетре концерт программи пуçланмалла.
Сумлă поэтăмăра асра тытакансене, унăн пултарулăхне хаклакансене çак кун Слакпуç хаваспах йышăнĕ. Вăл е ку ыйтупа ыйтса пĕлес тесен çак телефон урлă çыхăнма пулать – 8 (34786) 2-58-50. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр.
Пелепей районĕнчи
чăваш наципе культура автономийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: