Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
21 Июнӗн 2023, 12:30

Давлекан тăрăхĕнчи талантсен виçĕ çĕнтерĕвĕ

Иртнĕ уйăх республика шайĕнчи культура мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Сăмахран, май уйăхĕн вĕçĕнче пĕрин хыççăн тепри виçĕ фестиваль-конкурс иртрĕç. Çав шутра – «Куккук чейĕ-2023» («Кукушкин чай-2023») этнофестиваль, «Байга-2023» Гата Сулейманов ячĕллĕ кураистсен уявĕ, «Шур çăл-2023» регионсем хушшинчи чăваш ачисемпе çамрăкĕсен фестиваль-конкурсĕ. Вĕсене Давлекан район артисчĕсем пуçаруллă хутшăнчĕç.

Давлекан тăрăхĕнчи талантсен  виçĕ çĕнтерĕвĕ
Давлекан тăрăхĕнчи талантсен виçĕ çĕнтерĕвĕ

Нуриман районĕнче иртнĕ «Куккук чейĕ-2023» этнофестивалĕн тĕллевĕ халăх уявĕсемпе йăли-йĕркисен ăрасналăхне упраса хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă. Ăна ПР Культура министерствипе республикăри Халăх пултарулăхĕн центрĕ, Нуриман район администрацийĕ тата «Павловский парк» ООО ТГЦ йĕркелерĕç. Фестивале Эрĕнпур облаçĕнчи, Ĕпхÿ хулинчи, Архангельскпа Аскин, Кармаскалăпа Кушнаренково, Мишкинпа Салават, Чишмапа Ĕпхÿ тата ытти районсенчи коллективсем хутшăнчĕç. Давлекан район чысне «Дим» пушкăрт фольклор ансамблĕ хÿтĕлерĕ. Пирĕн артистсем «Чи лайăх фольклор коллективĕ» конкурсра ăмăртрĕç, «Зяузаль-кэкук» легендăна кăтартса пачĕç. Çакăншăн вĕсем ятарлă парнене – «Сценкăна хăйне евĕрлĕ кăтартса пани» номинацире диплома – тивĕçрĕç. Райза Ахмадрахимова «Чи лайăх чей церемонийĕ» конкурсра 3 степень лауреачĕ пулса тăчĕ. Мероприятие наци вăййисем, юрри-ташшисем, чей тата пыл куравĕсем илем кÿчĕç. Пухăннисен умне ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Зилия Бахтиева тата мультиинструменталист, композитор Ришат Рахимов юрăç концерт номерĕсемпе тухрĕç.
«Байга-2023» кураистсен республика конкурсне Октябрьский хулинче йĕркеленĕччĕ. Вăл Гата Сулейманов ячĕллĕ курайăн XXII республика уявĕ шайĕнче иртрĕ. Унта Пушкăртстанри 16 районпа сакăр хуларан 292 участник хутшăнчĕ, çавăн пекех Челябинск облаçĕн представителĕсем те. Мероприятие уçассипе çыхăннă церемонире конкурса хутшăнакансем, çав шутра жюри членĕсем те, кураистсен гимне – «Урал» пушкăрт халăх мелодине – шăрантарчĕç. Районти «Берзакан» кураистсен тĕслĕхлĕ ансамблĕ тата Тамерлан Латыпов хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартса пама пултарчĕç. Пултаруллă кураист 2 степень лауреачĕ ята çĕнсе илчĕ. Тĕслĕхлĕ ансамблĕн ертÿçи, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Рият Тимиров пушкăрт халăх музыка инструментне – курая – аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн «Курай паллине» тивĕçрĕ. Паянхи кун пирĕн республикăра асăннă наградăна çичĕ çынна çеç парса хавхалантарнă.
Тата тепĕр пысăк мероприяти – «Шур çăл» регионсем хушшинчи чăваш ачисемпе çамрăкĕсен фестиваль-конкурс – Пишпÿлек районĕнче иртрĕ. Кăçал вăл Туймазăпа Ĕпхÿ хулисен, Давлеканпа Мияки, Ермеккейпе Пелепей, Федоровкăпа Авăркас тата Пишпÿлек районĕсен, çавăн пекех Мускав хулипе Тюмень облаçĕн, Чăваш Республикин 200 ытла çамрăк таланта хăй тавра пухма пултарчĕ.
Сцена çине 32 коллективпа 35 уйрăм солист тухрĕç. Фестивальре Давлекан район чысне «Халăх юрри» номинацире «Звездочки» вокал ушкăнĕ тата Чуюнчă-Николаевка (сăн ÿкерчĕкре) шкулĕнче вĕренекен Варвара Петрова хÿтĕлерĕç.
«Шур çăл» çĕнтерÿçисен Гала-концерчĕ Пишпÿлекри Культура керменĕн сцени çинче иртрĕ. Унта мĕнпур çĕнтерÿçĕсен номерĕсене курса киленме май пурччĕ. Жюри членĕсен йышăнăвĕпе «Илемлĕ сăмах пултарулăхĕ» номинацире 13-18 çулхи ачасем хушшинче Варвара Петрова 2 степень лауреачĕ пулса тăчĕ. «Звездочки» вокал ушкăнĕ фестивале хутшăнма кăмăл тунăшăн диплом илме тивĕçрĕ.
Лилия ГАЙСИНА.
Давлекан районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: