Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
12 Сентябрӗн 2023, 13:00

Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ

Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Эрĕнпур облаçĕнчи Кăрманай районĕнчи Михайловка ялĕнче регион шайĕнчи «Кĕр сăри» уявĕ иртрĕ.

Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ

Çак йăла-йĕркепе çыхăннă праçнике хуçасем ытахальтен мар çÿлерех асăннă ялта йĕркелеме шут тытнă. Икçĕр ытла çул каялла (1802 çулта) Михаил Павлов чăваш темиçе çемьепе кунта килсе вырнаçнă пулнă. Çапла майпа чăваш ялĕ никĕсленнĕ. Хальхи вăхăтра 322 киллĕ ялта 600 яхăн çын пурăнать, вăтам шкулта 93 ача пĕлÿ илет. Чăвашсемпе пĕрле кунта вырăссем те йышлă пурăнаççĕ. Ялпа юнашарах Эрĕнпур тăрăхĕнчи чи лайăх ипподромсенчен пĕри тухăçлă ĕçлет. Районта лаша спорчĕ енĕпе район пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш хут ăмăрту иртет. Унта Эрĕнпур тăрăхĕнчи тата кÿршĕллĕ регионсенчи юланутçăсемпе лаша ĕрчетессипе ĕçлекен ăстасем хутшăнаççĕ. «Кĕр сăри» уявĕ те лаша спорчĕсĕр иртмерĕ.
Уява вара Михайловкăри культура çурчĕ çумĕнчи «Савăнăç» чăваш халăх ансамблĕ (ертÿçи – Наталья Булгакова) уçрĕ. Тĕп сцена çине концерт программине ертсе пыракан Татьяна Нуринапа Константин Ерофеев йыхравланипе хуçасемпе хăнасем тухрĕç. Пухăннă халăха Кăрманай район администраци пуçлăхĕ Василий Саулин, Эрĕнпур облаçĕн вице-губернаторĕ – информаци тата регион политикин министрĕ Игорь Сухарев, Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Петр Семенов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Тимĕр Тяпкин, Мускав хăни Юрий Михайлов саламларĕç. Çавăн пекех сумлă хăнасен шутĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Андрей Аникеев, облаçри районсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, предприятисен ертÿçисем пулчĕç.
«Кĕр сăри» кĕрекине илемлетме пултарулăх колективĕсем Эрĕнпурпа Самар облаçĕсенчен, Чăваш Енпе Пушкăртстанран килсе çитнĕ. Вĕсем кашниех хăйсен ăсталахĕпе пухăннă халăха савăнăç парнелерĕç, ташă картине йыхравларĕç. Пушкăртстан делегацийĕ ятĕнчен ПР чăвашсен наципе культура автономи председателĕн çумĕ Владимир Яковлев саламларĕ, Октябрьски хулинчи «Илемпи» чăваш халăх ансамблĕ (ертÿçи – Наталья Ахмадиева) куракансене хÿхĕм те илемлĕ юрă-кĕвĕ композицине парнелерĕ. Вĕсене праçнике пухăннă халăх тăвăллăн алă çупса тав турĕ, хапăл йышăнчĕ.
Мероприяти программине Шупашкартан килсе çитнĕ чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоровпа «Янра юрă» ушкăн пуянлатрĕç, чăвашлăх сĕмĕ кĕртрĕç. Паллах, ипподромри лашасен ăмăртăвне те халăх тилмĕрсе хак пачĕ. Çапла туса – йăла-йĕркепе спорт уявне пĕрлештерсе – кăрманайсем нимĕн те çухатмарĕç, мероприяти шайне çĕклерĕç кăна.
Юрий СНЕГОПАД.
Эрĕнпур облаçĕ, Кăрманай районĕ,
Михайловка ялĕ.

Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Эрĕнпур çĕрĕ «Илемпине» тарават йышăнчĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: