Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Ноябрӗн 2023, 12:17

«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ

Ноябрь уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Пелепей хулинчи «Урал-батыр» наци культурисен центрĕнче «Культурăсен чечекленĕвĕ» («Соцветие культур») Уçă муниципаллă халăхсен хушшинчи фестиваль иртнĕ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 60 ытла заявка килнĕ.

«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ

Жюри членĕсем икĕ кун хушши пултарулăх номерĕсене хакланă. Пĕрремĕш кунхине - «Халăх вокалĕ», иккĕмĕш кунне «Хореографи» тата «Инструмент пултарулăхĕ» номинацисенчи конкурс ĕçĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех иккĕмĕш кунне Гала-концерт иртнĕ, конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.

Фестивале уçассипе çыхăннă церемоние Пелепей район администрацийĕн социаллă аталану управленийĕн ертÿçин çумĕ, культура пайĕн ертÿçи Константин Хальзов хутшăннă. Сумлă хăна сăмах каланă май пурне те ăнăçу суннă.

Жюри членĕсен йышăнăвĕпе «Халăх вокалĕ» номинацире Гран-прие Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ тивĕçнĕ.  Унсăр пуçне асăннă номинацире Слакпуç ялĕнчи «Силпи» чăваш вокал коллективĕ 1 степень лауреачĕ, Ярмулайĕнчи «Пилеш» вокал ушкăнĕ 2 степень лауреачĕ  пулса тăнă.

Гала-концерт пуян та илемлĕ иртнĕ. Мĕншĕн тесен унта уявăн чи пултаруллă ушкăнĕсем çеç хутшăнма пултарнă. Вĕсенчен кашнийĕ вырăнти фольклора, халăх культурин уйрăмлăхне кăтартса панă. Кашни коллективăн номерĕ хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăнă. 

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла. Пелепей хулинче иртнĕ конкурсăн Гран-при хуçисем – илемçĕсем  –  ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Октябрьский хулинчи «Туслăх кăшăлĕ» регионсем хушшинчи халăх йăли-йĕркисен фестивальне хутшăннă. Ансамбль пайташĕсем чăвашсен йăлипе ачана ят панине кăтартса панă. Çакăншăн «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ 1 степень лауреачĕн Дипломне тивĕçнĕ.

«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
«Илем» халăх ансамблĕ Гран-прие тивĕçнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: