Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
10 Ноябрӗн 2023, 09:26

Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр

Тагир Исмагилович Тагиров (Ахунзянов) çыравçă-фронтовик, журналист, общество хастарĕ çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа Пишпÿлек салинче ирттернĕ «Поющая рампа» актер юррисен конкурсĕ вĕçленнĕ.

Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр

Ăна актер юррисен чи лайăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварас тата сарас, талантлă юрăç-актерсене суйласа илес, паллă ентеше, «Галия» пьеса авторне Тагир Тагирова, тата унăн пултарулăхне асра тытас тĕллевпе пуçарнă.

Пĕрремĕш суйлав тапхăрĕ октябрь уйăхĕн 12-21-мĕшĕсенче онлайн мелпе иртнĕ. Конкурса хутшăннисен пултарулăхне Пишпÿлек район администрацийĕн культура, çамрăксен политики, спорт тата обществăлла çыхăнусен уйрăмĕн пуçлăхĕ Елена Арефьева, «Туган тел» телекăларăмăн редакторĕ Диля Хайретдинова журналист, Пишпÿлекри район Культура керменĕн илемлĕх ертÿçи Ольга Иванова, Пишпÿлек район Культура керменĕ çумĕнчи «Ак калфак» тутар фольклор тата «Яран гел» халăх вокал ансамблĕсен ертÿçи Лилия Мусаева жюри членĕсем хакланă.

«Актер ансамблĕ» («Актерский ансамбль») номинацире 1степень лауреатне Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи «Рябинушка» вокал ансамблĕ (ертÿçи – Зоя Ефремова) тивĕçнĕ. Асăннă ушкăн «Вчера закончилась война» спектаклĕн «То не веточка черешни» юрра юрланă.

Ăмăрту витĕр иртнĕ чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем конкурсăн юлашки тапхăрĕнче, гала-концертра, куракансене савăнтарнă.

Концерт пĕр юхăмра тенĕ пек питĕ интереслĕ иртнĕ. Хитре декорацисем, спектакльсенчен илнĕ сăнарлă сыпăксем, чуна пырса тивекен юрăсем куракансене тыткăнланă. Жюри членĕсем гала-концерт пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх та тĕрлĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсене палăртнă, вĕсен йышĕнче чăваш коллективĕсем те пулнă.

«Поющая рампа» актер юррисен конкурсĕ тепĕр хут хитре кĕвĕпе сăвăсем мĕнпур ăру çыннисемшĕн те ăнланмалла та хаклă пулнине çирĕплетнĕ. Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр, вĕсем иртнĕ вăхăтран каялла таврăнса çĕнĕ вăйпа янраççĕ.

Конкурса хутшăннă ушкăнсене, уйрăм юрăçсене, çĕнтерÿçĕсене нихăçан хавшами хавхалану, хастарлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Пишпÿлек районĕ.

 

Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Спектакльти юрăсем вилĕмсĕр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: