Унта хушма, аслă тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенчен, вырсарни шкулĕсемпе наци гимназийĕсенчен 210 çын хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем республика территорийĕнче пурăнакан 13 наципе (пушкăртсемпе вырăссем, тутарсемпе чăвашсем, украинсемпе еврейсем, туркменсемпе эрменсем, марисемпе узбексем, мордвасемпе нимĕçсем) паллаштарчĕç. Участниксен ÿсĕмĕ: 7 çултан пуçласа 25 çулчченччĕ. Конкурс икĕ ÿсĕм категорийĕнче, 12 номинаципе иртрĕ.
Мероприятие уçассипе çыхăннă церемонинче мĕнпур участник та наци тумĕ тăхăнчĕ, çапла майпа зал илемлĕ чечексен композицине çаврăнчĕ. Фестивале салам сăмахĕпе Ĕпхÿ хула округĕн Обществăлла палата председателĕ О.Л. Огородникова, ПР ЧНКА председателĕ В.В. Викторов, туркмен тата таджик наципе культура автономийĕсен председателĕсем С.Х. Шангалиевпа К.М. Сотторов, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн тата Ĕпхÿри вĕрентÿ управленийĕн представителĕсем И.А. Ишкининапа Л.Ф. Губайдуллина, Ĕпхÿ хулинчи Обществăлла палатăн гуманитари ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Р.К. Игбаев, Ĕпхÿри ЧНКА председателĕ В.Ф. Иванов уçрĕç.
Йĕркелÿ комитетне пĕтĕмĕшле 69 заявка килсе çитрĕ, заявка панисенчен 49 пултарулăх ушкăнĕ тата солист хутшăнчĕ. Ытти заявкăсене тата видеоматериалсене жюри членĕсем асăннă йышпах онлайн форматпа пăхса тухĕç.
Жюри йышне республикăри Халăх пултарулăх центрĕн тата Ĕпхÿри культура управленийĕн специалисчĕсем кĕчĕç. Протоколпа килĕшÿллĕн «Азамат» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:
«Инструментпа кĕвĕ каласси» номинаци (ансамбльсем хушшинче), кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – «Сорнай» кураистсен ансамблĕ, Ĕпхÿ хулинчи 5№ ача-пăча музыка шкулĕ.
«Ансамбльпе ташă ташласси» номинаци, аслă ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – «Восходящие звезды» тĕслĕхлĕ ташă коллективĕ, Ĕпхÿри «Салям» ачасемпе çамрăксен центрĕ.
«Ансамбльпе ташă ташласси» номинаци, кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Ĕпхÿри еврей вырсарни шкулĕнчи ташă ушкăнĕ.
«Инструментпа кĕвĕ каласси» номинаци (соло), аслă ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Эдгар Овсепян, Ĕпхÿри эрмен вырсарни шкулĕ.
«Инструментпа кĕвĕ каласси» номинаци (соло), кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Арсений Карпинский, Благовещенск хулинчи 1№ ача-пăча ÿнер шкулĕ.
«Вокал» номинаци (ансамбльсем хушшинче), аслă ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – М.Акмулла ячĕллĕ ПППУри «Лорелея» юрă-кĕвĕ коллективĕ.
«Вокал» номинаци (ансамбльсем хушшинче), кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Ĕпхÿ хулинчи тутар вырсарни шкулĕнчи вокал ушкăнĕ.
«Вокал» номинаци (соло), аслă ÿсĕмри ушкăн:
II вырăн – Фарход Шарифов, И.Сомони ячĕллĕ таджик наципе культура центрĕ;
III вырăн – Тувак Мовламов, «Единство» туркмен наципе культура центрĕ.
«Вокал» номинаци (соло), кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Рената Александрова, Ĕпхÿ районĕнчи Хăмăшлă ялĕнчи культура çурчĕ.
«Пĕччен ташă ташласси» номинаци, аслă ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Данил Байбулатов, «Моторостроитель» культура çурчĕ;
II вырăн – Элвика Таныгина, мари вырсарни шкулĕ.
«Пĕччен ташă ташласси» номинаци, кĕçĕн ÿсĕмри ушкăн:
I вырăн – Арианна Ефимова, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕнчи шкул.
Чăваш пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăмшаррăн ăмăртакансем вокал тата ташă номинацисене хутшăнчĕç. Çав шутра Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи шкул (илемлĕх ертÿçи – Людмила Павлова), Ĕпхÿ районĕнчи Хăмăшлă ялĕнчи культура çурчĕ (илемлĕх ертÿçи – Евгения Филиппова), Ĕпхÿ хулинчи Чăваш вырсарни шкулĕ (ертÿçисем – Анастасия Васильева тата Лиана Фаттахова).
Фестиваль çĕнтерÿçисемпе участникĕсене ПР Халăхсен туслăх çурчĕн Дипломĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне пултаруллисене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç, ытти хутшăнакансене – асăнмалăх парнесем. Ятарлă парнесене, юрă-кĕвĕ центрĕсемпе колонкăсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнчи «Азаматики» тата Ĕпхÿ хулинчи Чăваш вырсарни шкулĕнчи ушкăнсем тивĕçрĕç.
«Азамат» фестивале тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерес ĕçе Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В. Демченко, Л.И. Сарваровапа К.И. Петрова педагогсем, Ĕпхÿ районĕнчи Хăмăшлă ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем М.А. Плотниковапа К.А. Якупова хастар хутшăнчĕç. Сценарине хатĕрлеме Ж.С. Карпова культуролог квалификациллĕ пулăшу пачĕ. Çавăн пекех вĕренекенсен шутĕнчен ертÿçĕсем хатĕрлеме, делегацисене кĕтсе илме Ĕпхÿри пушкăрт вырсарни шкулĕн директорĕ М.С. Мустафина пысăк пулăшу кÿчĕ.
ПР Правительстви пире, чăвашсене, нацисем хушшинчи пысăк масштаблă мероприятие йĕркелесе ирттерме шаннăшăн мăнаçланатпăр. Хальхи вăхăтра уйрăмах нацисем хушшинчи килĕшÿ пысăк вырăн йышăнать. Çакна вара мĕн çамрăкран ăша хывмалла. Эпир çак ĕçе сăмахпа мар, ĕçпе пурнăçа кĕртетпĕр.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура обществин председателĕ.