Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
6 Нарӑсӑн , 11:55

Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх

Çак кунсенче Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕнчи вулавăшра Раççейри Çемье çулталăкне халалласа «Пурте çемьерен пуçланать» çемье уявĕ иртрĕ.

Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх

Мероприятие Павловсемпе Лукьяновсен çемйисем хутшăнчĕç. «Туслă çемье» тата «Хĕвел» ятлă командăсем тĕрлĕ йышши ĕçсене пурнăçларĕç: «Каласамăр, сирĕн çемьен тĕп девизĕ мĕнле?», «Çемье çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илĕр», «Çемьене халалланă юрăсене кам юрлать?» тата ытти те.
Кирек епле çемье те хăйĕн пуçламăшне авалхи йăх-несĕл тымарĕнчен илет. Вăл мĕнле аталанса, хунавланса пыни кашни çыншăн кăсăк. Шăпах çавăнпа та çемьесен йăх-несĕл йывăççине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Çакă çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем хăйсен йăхĕн историне çичĕ ăру таран пĕлмелле-çке. Çавăн пекех Павловсемпе Лукьяновсем «Çемье» викторина ыйтăвĕсем çине тулли хуравлама тăрăшрĕç. Ыйтусем ытларах çемье йăли-йĕркисемпе, писательсемпе тата вĕсен кĕнекисемпе çыхăннисем пулчĕç.
Вулавăшри «Тĕлпулу» клубăн пайташĕсем вара çемьене, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, çуртпа çемье йăли-йĕркисене халалласа илемлĕ сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.
Пĕтĕмĕшле мероприяти хаваслă иртрĕ. Çемье командисем пĕр тĕвве пухăнма пултарнине, тавçăрулăхпа хăйсен тарăн пĕлĕвне кăтартса пачĕç. Уява хутшăнма кăмăл тунă çемьесем Дипломсемпе асăнмалăх парнесене илме тивĕçрĕç.
Лия КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.

Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Çемьери йăх-несĕл йывăççине - пысăк тимлĕх
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: