Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
9 Апрелӗн , 11:00

Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар

Март уйăхĕн 31-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче Карина Алексеева юрăçăн пĕрремĕш концерчĕ иртнĕ. Çамрăк талант çак ялта çуралса ÿснĕ. Вăл – Пĕтĕм Раççейри тата Халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн тата Дуняша Style фолк-ушкăнĕн солисчĕ.

Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар

Чăваш хĕрĕн концертне курма Суккул-Михайловка, Кекен тата Тимеш ялĕсенчен, çавăн пекех Çтерлĕ хулинчен куракансем килсе çитнĕ.
Концерт программи питĕ пуян пулнă. Сцена çине чи малтан Каринăн вĕренекенĕсем, «Ромашка» ача-пăча вокал ушкăнĕ, тухнă. Вĕсем залра ларакансене чăваш юрри парнеленĕ. Унсăр пуçне концерта Карина Алексееван çывăх юлташĕсем – Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕ, Андрей Малаховăн «Песни от души» передачине хутшăннă, Ĕпхÿ хулинчи Культура керменĕнче солист-вокалист пулса ĕçлекен Марина Васильева тата Пишпÿлекре пурăнакан Ильгиз Арсланов кураист – илем кÿнĕ. Çавăн пекех çамрăк артиста вырăнти коллективсемпе солистсем пулăшу панă: «Сувар» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, «Росинки» ача-пăча ташă ушкăнĕ, Марина Павлова тата Каринăн амăшĕ Нэля Тимофеева солистсем, ятарлă çар операцине хутшăнакан Дмитрий Матвеев.
Концерт залра ларакан кашни çыннăн чун хĕлхемĕсене пырса тивнĕ. Карина ашшĕпе амăшне чуна пырса тивекен юрă парнеленĕ. «Когда мы были на войне» юрра вара вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлекен пиччĕшне тата ытти салтаксене халалланă.
Залра лăк тулли халăх пулнă. Вĕсем тăвăллăн алă çупса çамрăк юрăçа хавхалантарнă. Концерт вĕçĕнче сумлă хăнасем юрăç ячĕпе чĕререн ăшă сăмахсем каланă. Сцена çине тухакансен шутĕнче пултаруллă чăваш хĕрĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Людмила Петрова, вокал ăсталăхне вĕрентнĕ пĕрремĕш педагог Минзиля Арсланова, Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхĕн пуçлăхĕ тата Мияки тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов пулнă. Иван Владимирович Карина Алексеевана чăваш наци культурине аталантарас, ăна халăх хушшинче сарас, унпа интереслентерес ĕçе тÿпе хывнăшăн тата чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисене хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕ парса чысланă. Çавăн пекех ăна «Нива» СПК председателĕ Александр Петров тата Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рамзия Никитина ырă çул суннă.
Çапла пултарулăх каçĕ питĕ кăмăллă иртнĕ. Вăл пĕрремĕш, анчах та юлашки мар пуласса шанатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Пĕрремĕш, анчах та юлашки мар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: