Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
16 Апрелӗн , 11:30

Спектакльти пурнăç чăнлăхĕ куççуль юхтарать

Март уйӑхӗн вӗҫӗнче театр ĕçченĕсене халалланă Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ иртрĕ.

Спектакльти пурнăç чăнлăхĕ куççуль юхтарать
Спектакльти пурнăç чăнлăхĕ куççуль юхтарать

Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи «Ĕмĕт» чӑваш халӑх театрӗн коллективӗшӗн кÿршĕ ялсенче гастрольсем пуҫланчĕç. Мăйлăпукан ялӗнче пурӑнакансем Владислав Кирилловӑн «Çулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тăрăх лартнă икĕ актлӑ спектакле чи малтан курса хаклаканĕсем пулса тӑчӗҫ. Театр пултарулӑхне килĕштерекенсем спектакле Шланлăра, Чӑваш Хурамалĕнче, Чăваш Нукасакĕнче курса киленчĕç.
Спектаклĕн тĕп сăнарĕ – Марук. Вăл хăй юратнă çыннине Виталие вӑрҫа ӑсатса янӑ. Анчах Витали хыпарсӑр ҫухалнӑ. Марук ӑна ҫаплах кӗтет. Вăл çак таранччен шанса пурăнни кӑлӑхах пулман. Аня мăнукĕн тусӗ, Петĕр, Виталие интернет урлӑ шыраса тупать. Вăрçă хирĕнче контузи «туяннипе» иртнине маннăскер халӗ Америкӑра пурӑнать иккен.
Марук – ырӑ кӑмӑллӑ кинеми, вăл Украинӑран тарса килнӗ хӗрарӑма Таисийăна хăй патне пурăнма илнĕ. Хӗрарӑм Украинӑри хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каласа пама пуҫласан, куракансем куҫҫульне чараймарĕç. Артистсем хӑйсем те макӑрас пек калаçаççĕ...
Рольсене Людмила Никитина (Марук), Светлана Иванова (Аня), Иван Елисеев (Мирун), Людмила Ефремова (Кĕтерук), Сергей Петров (Петĕр), Михаил Ефремов (Иван Петрович, ял пуçлăхĕ), Валентина Васильева (Таисия), Снежана Лукьянова, Александра Рябова (шкул ачисем) тата салтака ăсатакансем вылярĕç.
Спектакль питӗ лайăх иртрĕ, куракансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ, ӑнӑҫупа сывлӑх сунчӗҫ.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: