Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
17 Апрелӗн , 15:32

«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»

Авăркас район культура керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери вокал кунне халалласа «Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер» уяв иртнĕ. 

«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»

Мероприяти районти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсене пуçтарнă.
Уяв программине çĕнĕ тата халăх тахçантанпах кăмăлласа йышăнакан концерт номерĕсене кĕртнĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ тата хăйне майлă интереслĕ пулнă. Концерт пĕрре сывласа иличчен тенĕ пек вĕçленнĕ. Куракансем пур пултарулăх ушкăнĕн номерĕсене те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ.
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер» уяв концертне Абсалямово ялĕнчи культура çурчĕ, чăваш юрăпа ташă ушкăнĕ, Степановка ялĕнчи вокал ушкăнĕ тата ыттисем те хушăннă.
Районти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ – пĕр пысăк та туслă çемье. Çак уяв кунĕ вĕсем хумханса та пĕр-пĕрне пулăшса куракансене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
«Пĕр-пĕрне кĕвĕ парнелер»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: