Разифа Барсуково ялĕнче Нигматуллинсен çемйинче çуралнă. Вăл мĕн ачаран кĕнеке вулама юратнă, библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ. 1986 çулта Зирикли ялĕнчи вăтам шкула пĕтерсен Разифа Тÿртÿллĕри пĕлÿ çуртĕнче тутар чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран мал ĕмĕтлĕ хĕр Ĕпхÿри библиотека техникумне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсем пĕр сисĕнмесĕр иртнĕ. Разифа Азватовна библиотека ĕçне 1989 çулта Дмитриево-Полянский ялĕнчи вулавăшран пуçланă.
Çулталăкран тутар хĕрĕ Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакан Виталий Георгиевич Никифорова качча тухнă. Çак сăлтавпах вырăнти вулавăша ĕçлеме куçнă. Мăшăрĕ Ф.Энгельс ячĕллĕ колхозра инженер-механик пулса вăй хунă. Никифоровсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсене тăватă мăнук пурри савăнтарать.
2012 çулта Тÿртÿллĕ ялĕнчи библиотека модельлĕ статуса тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл экологи енĕпе пĕлÿ паракан центр пулса тăнă. Разифа Азватовна вĕренекенсемпе экологи ĕçне илсе пырать, вĕсене çут çанталăка юратма тата упрама хăнăхтарать.
2014 çулта модельлĕ вулавăш «Пушкăртстан Республикинчи чи лайăх муниципаллă культура учреждени» пулса ПР Культура министерствин Дипломне çĕнсе илнĕ. Паянхи кун вулавăш фондĕнче 10 000 кĕнеке. Учреждени 655 çынна пĕлÿ çăлкуçĕпе тивĕçтерет.
- Хăшĕ-пĕрисем библиотекарь ĕçĕ вăл кичем те çĕнĕлĕхе йышăнман ĕç тесе шутлаççĕ. Çакă тĕрĕс мар, психолог та пулмалла. Вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Уйрăмах пĕччен пурăнакансемпе тата ватăсемпе. Пĕри хăйĕн вăрттăнлăхне уçса парать, иккĕмĕшĕ журнал çеç пăхать, виççĕмĕшне открытка çине салам сăмахĕсем çырма пулăшмалла. Эпĕ пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшатăп, - тенĕ Разифа Никифорова.
Разифа Азватовна литературăпа музыка уявĕсем, вăйăсем, конкурссем ирттерет. Вĕсенче канма кăна мар, çĕннине пĕлме те пулать. Çав вăхăтрах вулавăш хуçи кĕнекепе илĕртме, вулас туртăма вăратма тăрăшать.
Р.А. Никифорова экологи субботникĕсемпе акцисене хутшăнать, ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшу парас тĕллевпе «Маскировка сечĕсем», «Салтаксем валли ăшă», «Салтаксем валли кил салми», «Блиндаж çуртисем», «Типĕ душ» ыркăмăллăх акцисем йĕркелет. Унсăр пуçне ял хутлăхĕн пурнăçне те хастар хутшăнать: Тÿртÿллĕри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, «Урă ял» республика конкурсĕ шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Разифа Азватовна Пĕтĕм Раççейри конкурссенче вăй виçме те мехел çитерет. Акă, 2024 çулта «Хĕрарăм – наци амăшĕ» республика конкурсне хутшăнса «Хĕрарăм – наци амăшĕ культурăра» номинацире Диплом илме тивĕçнĕ.
Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Разифа Никифорована Шаран район администрацийĕн Хисеп хучĕпе, ПР Культура министерствин тата ПР Наци библиотекин Тав хучĕсемпе чысланă. Унăн ĕмĕтĕнче кĕнеке фондне 12 пине çитересси, ăна çĕнетесси, çĕнĕ вулакансене явăçтарасси.
- Эпĕ хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Манăн тивĕç çынсене пĕлÿ илме, вĕсен тавракурăмне анлăлатма, халăхăн пĕлĕвне ÿстеме пулăшасси пулса тăрать. Кĕнеке вăл – чăн-чăн пуянлăх, ăна уçсан ăс-тăн енчен чи пуян çын пулса тăратăн, - тесе палăртнă пултаруллă хĕрарăм.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.