Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
24 Июлӗн , 10:00

Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç

Июлӗн 12-мӗшӗнче е Питрав кунĕнче халӑх йӑлипе ҫулла варри, утӑ ҫулмалли вӑхӑт çитет. Çакăн хыҫҫӑн ҫут ҫанталӑк кĕркунне енне ҫаврӑнма пуҫлать. Хĕрÿ ĕç пуçланиччен – выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçличчен – чăвашсем сурăх пусаççĕ, яшкапа пăтă, çырла кукли пĕçереççĕ, хăнасем чĕнеççĕ.

Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç

Шăпах çак кунхине Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче хӑнасем нумайăн пухăнчĕç те. «Питрав пуххи» халӑх уявне йӗркелес пуçарупа Çирĕклĕ ял Канашĕ тата унăн пуҫлӑхӗ Людмила Романова, Ситекри культура ҫурчӗн хăй пултарулӑх коллективĕсен хастар пайташĕсем тухнă пулнă. Чӑваш уявне тӑван ялта ирттерессине «Урожай» ООО ял хуҫалӑх предприяти ертÿҫи Юрий Иванов та ырласа йышăннă. Пушкăртстан чăвашĕсене мухтава кӑларас тата аталантарас тӗлӗшпе вăй хуракан Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канаш ĕçтăвкомĕн председателӗ Сергей Михайлов вара çак сĕнĕве пурнăçа кĕртме пысăк пулăшу панă. Йыхрава ҫывӑхри чӑваш ялӗсен пултарулӑх коллективӗсем йышăннă. Уйрăмах Ермеккей районӗнчи «Илем» тата Эрĕнпур облаҫӗнчи «Светлая мечта» вокал ушкăнĕсем хутшӑнма кӑмӑл туни савӑнтарать.
Уявра «Асанне арчи» наци культура центрӗ куракансене магнит евĕр хăй патне интереслӗ те пуян экскурсипе туртса тăчĕ. Шута илнĕ тăрăх, кунта пилӗк пин ытла авалхи япала, хатĕр-хĕтĕр, ал ӗҫĕ, кил-çуртра усă куракан япалапа тӗрлӗ ӑпӑр-тăпӑр, вырӑнти ÿнерçĕсемпе фотографсен ÿкерчӗкӗсене пухнӑ.
Чӑваш наци апат-ҫимӗҫне тутанса пăхмалли лапам та халăхпа лăк тулли пулчĕ. Çумрах пысӑк хурансемпе какай яшкипе пăтă пӗҫерчĕç, сиплĕ курӑксенчен чей вӗретрĕç. Çапла уяв сӗтелĕсем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе авăнса ларчĕç. Ситек халӑхĕ пур енчен те пултаруллă пулнине «Алĕç ăстисен хули» лапам çирĕплетсе пачĕ. Кунта палас тĕртекенсен, тĕрĕ ӑстисен, ăстаçăсен ҫут ҫанталӑк материалӗсенчен, шӑрҫасенчен, йывӑҫран, керамикăпа тимӗртен тунӑ ӗҫĕсене курма пулчĕ. Чи илемлӗ лапамра утă вăхăтĕнчи чӗрӗ диорама хатĕрленĕччĕ. Унта çавасем тиенĕ тӑварнӑ урапа, тин ҫеҫ ҫулнӑ курӑкран тунӑ ÿпле питӗ лайӑх вырнаçнăччĕ. Çакăнтах сăпка çакăнса тăратчĕ. Унăн ăшĕнче пепке выртать. Ку, чӑнах та, аякри ачалӑха тата утӑ ҫулнӑ чухнехи хӗрÿ вӑхӑта аса илтерет. Чи кирли вара – юнашарах курӑклӑ ҫаран. Уяв йĕркелÿçисем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартас текенсене ҫавапа çулса пăхма сĕнчĕç. Вĕсем ҫителӗклех тупӑнчĕç. Ҫапла «Çава сасси» театрла пай питĕ илемлĕ иртрĕ. Унтан пурте алла-аллӑн тытӑнса пысӑк вӑйӑ картине тăчĕç.
Уявӑн официаллӑ пайне Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхĕ Артур Зарипов салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Артур Мухлисович Ситек çыннисем хăнасене тарават кĕтсе илнине, вырăнти чӑвашсен Канаш ĕçтăвкомĕн ĕçне хисепленине палăртрĕ. Çакăн хыççăн район пуçлăхĕ мероприятие хутшăнакансене хастар пурнӑҫ позицийӗшӗн, чӑваш халӑх йӑли-йӗркисене упрас тĕлĕшпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата районти культура аталанӑвне тÿпе хывнӑшӑн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларĕ.
«Питрав пуххине» Чӑваш Республикинчен пысӑк делегаци килнӗччĕ. Çакă вара мероприятин сумне ÿстерчĕ. Шупашкар хулинчи Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев мӗн курнинчен тата пулса иртнинчен çав тери тӗлӗннипе ăшă сӑмахсем тухса каларĕ. Сумлă хӑна Пишпÿлек районĕнче пурăнакан хастар çынсене Чăваш наци конгресĕн дипломĕсемпе чысларĕ. Пухăннисене «Питрав пуххипе» Шупашкар хулинчи патшалăх пукане театрĕн артисчĕ Елена Шурту, истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров, Шалти ĕçсен министерствин хисеплĕ ветеранĕ тата юстици полковникĕ, «Автохимстрой» производство пĕрлешĕвĕ» проектсен ертÿçи Геннадий Иванов (Челябинск облаçĕ), Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕ Сергей Михайлов, Çирĕклĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Людмила Романова чунтан саламларĕç.
Уяв вăхăтĕнчи асра юлмалли самантсенчен пĕри вăл Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, «ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ» тата «Чăваш халăх артисчĕ» ятсене тивĕçнĕ Елена Хорьковăна (Шурту) «Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ята пани пулчĕ.
Официаллӑ пай вӗҫленнĕ тата хӑнасем тухса калаçнă хыҫҫӑн концерт программи пуҫланчĕ. Ҫуллахи эстрада ҫинчен куракансене наци костюмӗсем тӑхӑннӑ Ситекри «Çеçпĕл» тата «Çăлкуç юррисем» чӑваш юрă ансамблӗсем, ҫавӑн пекех Ситекпуçĕнчи, Йăлпăлакри, Пишпÿлекри хăйпултарулăх ушкăнĕсем эстрада тата халӑх юррисемпе савăнтарчĕç. Эрĕнпур облаçĕнчи Кăрминчи тата Ермеккей районĕнчи коллективсене те куракансем ӑшшӑн кӗтсе илчĕç. Вĕсем тăвăллăн алă çупрĕç, ушкăнсемпе пĕрле юрларĕç, савăнчĕç, кулчĕç. Çакăн хыççăн халăх вăййисем пуçланчĕç. Уява хутшăнакансене Залифа Семенова ертсе пыракан поварсем Питрав пăттине тутанса пăхма йыхравларĕç. Кăнтăрлахи апата уçă çулăм çинче пĕçернĕччĕ. Пĕр сăмахпа каласан уяв кăмăллă лару-тăрура, хаваслă иртрĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситек ялĕ.

Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Ситексем тутлă Питрав пăттипе сăйларĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: