Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
13 Августӑн , 12:25

Ялти пушă вăхăтăн хуçи

Ял тăрăхĕсенче культура ĕçченĕ пулма çăмăлах мар. Пĕчĕк ялсенче кичем кунсене илемлетме пултаракан йăпанмăшсем çукпа пĕрех. Çавăнпа та ял клубĕ мĕн ĕмĕртен канмалли тĕп вырăн шутланать. Унăн ĕçне мĕнле йĕркеленинчен ял çыннисен культура пурнăçĕ нумай килет.

Ялти пушă вăхăтăн хуçи
Ялти пушă вăхăтăн хуçи

Алена Дмитриева – Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ, ял çыннисене лайăх кăмăл-туйăм парнелекен çын. Ялти культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесе ăна нумай тăрăшма тÿр килет. Кунта халăх йышлă чухне тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Паянхи кун чи сумлă ватăсенчен чăмăртаннă «Тантăшсем» ансамбль ĕçлет. Вăл «халăх» ята та тивĕçнĕ. Алена Витальевна шучĕпе тăхăр çул ĕçленĕ хушăра çĕршер концерт, уяв каçĕсемпе спектакльсем лартнă. Унсăр пуçне пултаруллă хĕрарăм çитĕннисемпе ачасем валли клубра вокал, театр тата ытти кружоксене илсе пырать.
Культорганизаторшăн чăн-чăн телей – пысăках мар, анчах хăтлă çуртра ял çыннисем пухăнни: пĕрисем мероприятисене хутшăнма, теприсем куракан пулса килме кăмăл тăваççĕ. Анчах пĕлтерĕшлĕ мероприятисене укçа-тенкĕсĕр ирттерме май килмест. Хĕрÿ те хастар чунлă культура ĕçченĕ çак ыйтăва та ăнăçлă татса пама пултарать.
– Клуб алăкне эрнере пĕрре уçса çамрăксемшĕн дискотека ирттерме музыка хускатни е мероприяти йĕркелени çителĕксĕр. Эпĕ кашни кунах ĕçе çÿретĕп, уявсен умĕн çĕрлечченех тытăнса тăма тивет. Унсăр пуçне тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, спонсорсене шырама пĕлмелле. Мана вырăнти кăмăс тăвакан цехăн ертÿçи Зубаир Гаджиев кашни Çĕнĕ çул тĕлне кăмăс, Владимир Андреев тырă е фураж парса спонсорла пулăшу туса хавхалантараççĕ. Çавăн пекех пĕр-пĕр мероприятие йĕркелеме «Тантăшсем» ушкăн пайташĕсем пулăшаççĕ. Вĕсене çакăншăн пысăк тав! – терĕ Алена Витальевна.
Сăмах май, «Тантăшсем» ушкăн час-часах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Унта парнеллĕ вырăнсем йышăннисĕр пуçне, укçа-тенкĕ сертификачĕсене илме тивĕçет. Çак нухратпа ансамбль пайташĕсем музыка аппаратури туяннă. Нумаях пулмасть районти культура пайĕ пулăшнипе сцена çине тухмалли çĕнĕ тумсем те çĕлеттернĕ. Çакă та «Тантăш» ушкăн пайташĕсене хастарлăха чакармасăр ĕçлеме хавхалантарать.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Енкрел ялĕ.

Ялти пушă вăхăтăн хуçи
Ялти пушă вăхăтăн хуçи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: