Хăнана Рая упăшкин тăванĕсем те Шаран районĕнчен килнĕччĕ. Çирĕмĕр, сыпрăмăр, Çĕнĕ çула Ĕпхÿ вăхăчĕпе кĕтсе илнĕ хыççăн, ушкăнпа райцентрăн площадьне тухрăмăр. Елка патĕнче çынсем питĕ йышлă, иккен: кулă, музыка, юрăсем пур енче те янăраççĕ. Кунта тутарсем нумайрах пурăннăран, вĕсен юррисем ытларах илтĕнеççĕ.
– Çак райцентрта пурĕ виçĕ чăваш çемйи пурăнать, атьăр-ха, эпир кунта килнĕ ятпа, хамăр юрăсене шăрантарар, – сĕнчĕ Рая савăнăçлăн.
Çавăнтах Коля пуçанан йăмăкĕ – Тоня тăхлачă – тăсса та ячĕ чăваш юррине. Эпир те, пĕлнĕ таран, ăна пулăшса, ташла-ташла кĕрсе кайрăмăр халăх хушшине. Сасартăк площадь шăпланчĕ, Тонян уçă сассипе пирĕнни çеç илтĕнет. Пурте тĕлĕнсе чăваш юррине итлеççĕ.
– Ах, маттур, ах маттур, чăвашсем! – алă çупаççĕ тутарсем.
Эпĕ çакăн çинчен мĕншĕн астурăм-ха? Мĕншĕн тесен чăваш юрри, юрлама пĕлсен, чуна пырса тивет теесшĕн. Анчах та пиртен нумайăшĕ пĕлет-и-ха чăваш юррисене? Пурнăçри тепĕр тĕслĕхе илсе кăтартасшăн. Çынсем патне тăванĕсем хăнана пухăнаççĕ. Кăшт калаçкаласа ларнă хыççăн, пĕр-ик черкке сыпсан, кĕреке юррисем юрлама пуçлаççĕ. Камсем шăрантараççĕ-ха вĕсене? Ватăсем çеç мар-и? Çамрăксем вара кÿршĕ пÿлĕмре пуçтарăнаççĕ те ют халăх рок-музыкине магнитофонпа çавăрттарма пуçлаççĕ. Урăхла каласан, чылай çамрăксем чăваш юррисене пĕлменни куç кĕретех. Тепĕр енчен вĕсен кăмăлне ытларах рок-музыка тивĕçтерет. Тен, чăвашла рок-музыка пулсан, вĕсем ăна та юратĕччĕç, анчах та юрă çыртаракан киосксенче ăна тупма пулмасть.
Тепрехинче, каллех хăнара ларатпăр çапла, сĕтел хушшинче вырăссем те, тутарсем те, чăвашсем те пур.
– Пăхăр-ха – эпир интернационалсем, – терĕ кĕреке хуçи, шÿтлесе. – Кашни хăйĕн тăван юррине юрласа пăхар-ха.
Пурте алă çупса килĕшрĕç. Ыттисем хыççăн чăвашсене те юрлама черет çитрĕ.
– Эсĕ пĕлетĕн-и пĕр чăваш юрри те пулсан, астăватăн-и? – пăшăлтатаççĕ чăвашсем. Пĕри те пĕлмест. Ай, мĕнле намăс мана çын умĕнче, хĕрелнипе хăть ирĕлсе пĕт.
Малашне пирĕн капла пурăнмалла мар. Ман шутпа, чăваш ачисене тăван чĕлхепе юрлама ача садĕнченех вĕрентме пуçламалла. Шкул пĕтернĕ чухне вара çамрăксен сахал мар чăваш юррисем пĕлмелле. Вĕсене тупма халь майсем пур вĕт. Эпĕ, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Шупашкартан чăвашла юрăсем çыртарнă магнитофон кассетисем çырăнса илтĕм. Вĕсенче эстрада, хăна, туй юррисем те пур. Çак адреспа çырăнса илме пултаратăр:
428015, г.Чебоксары, ул. Урукова, 15. Звукозапись Яковлеву П.Я.
Хам çырăнса илнĕ чăваш юррисене эпĕ Федоровкăри звукозапись киоскне патăм. Унта ĕçлекен вырăс ачи Игорь, лайăхрах юрăсене уйăрса илчĕ те, кассетăсем çине çырса пачĕ. Кама кирлĕ, çавсене пĕлтеретĕп: пирĕн райцентрти звукозапись киоскĕнче чăваш юррисем çырнă икĕ тĕрлĕ кассета туянма пулать. Тен, ытти киосксенче чăваш юррисем çыртарнă кассетăсем пур? Салатăр-ха вĕсене чăвашсем хушшинче. Райцентрсенчи тата ялсенчи клубсенче те, чăвашсем пурăнаканнисенче, хамăр тăван юрăсене юрлама вăтанар мар. Юрлар-ха, туссем юррине!
А.РУСАКОВ. Федоровка районĕ.
«Урал сасси», 1992 çул.