Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
5 Ноябрӗн , 11:00

Вулавăшсем – обществăпа культура пурнăçĕн центрĕсем

Вулавăшсенче клуб ĕç-хĕлне йĕркелесси пĕр ĕмĕр каяллах пуçланнă. XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче библиотекăсенче çынсен киленĕвĕсене тивĕçтерекен кружоксем, студисемпе клубсем ĕçленĕ.

Вулавăшсем – обществăпа культура  пурнăçĕн центрĕсем
Вулавăшсем – обществăпа культура пурнăçĕн центрĕсем

Библиотекăсем çумĕнчи клуб пĕрлĕхĕсем уйрăмах XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăй илнĕ. Вăл вăхăтра пур вулавăшра та поэзи тата художество студийĕсем, кружоксем, салонсемпе хăна пÿлĕмĕсем, çынсен интересĕсене тивĕçтерекен клубсем ĕçленĕ. Çав шутра кĕнекепе тата вулавпа çыхăнманнисем те пулнă.
Хальхи вăхăтра библиотекăсем обществăпа культура пурнăçĕн центрĕсем пек ĕçлеççĕ, уйрăмах ял хутлăхĕсенче. Библиотекăсенчи клубсемпе вулакансен пĕрлĕхĕсем халăхăн канăвне тухăçлă йĕркелеме çеç мар, кĕнекене тата вулав культурине сарма май параççĕ. Пишпÿлек районĕнчи вулавăшсенче клуб ĕç-хĕлĕсене йĕркелесси çĕнĕ пулăм мар. Пирĕн тăрăхра 41 пĕрлĕх таран ĕçлет. Çулталăк хушшинче вĕсенче 700 яхăн çын пулать.
Клуб пĕрлĕхĕсем культура çурчĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, пултарулăх центрĕсен никĕсĕсем çинче йĕркеленнĕ. Çынсен киленĕвĕсене тивĕçтерекен библиотека клубĕсен тĕп тĕллевĕ – литература сумне тата вулав культурине ÿстересси, халăха вулавăш çăмăллăхĕсемпе усă курма хăнăхтарасси. Библиотекăна çÿрекенсем хăйсем мĕнпе интересленнине кура тĕрлĕ клубсене чăмăртанаççĕ.
Çынсен киленĕвĕсене тивĕçтерекен клубсенче кĕнеке çын ĕç-хĕлĕн пур сферинче те кирлĕ информацие тупма, вулавăша çÿрекенсене пĕр-пĕринпе хутшăнма май парать.
Библиотека системинче вăрах вăхăт хушши ĕçлекен клубсем те пур. Сăмахран, Ăхпуç библиотекинче «Тĕлпулу» клуб 1994 çултах йĕркеленнĕ. Вăл вăтăр çул хушши ĕнтĕ çемьеллĕ мăшăрсем пуçтарăнмалли, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли вырăн шутланать. Азнай ялĕнчи «Тантăшсем» клуб ĕç-хĕлĕ 1995 çултанпах пырать. Унта 18-70 çулхи хĕрсемпе хĕрарăмсем пуçтарăнаççĕ. «Çăлкуç» экологи кружокĕн кун-çулĕ 2001 çулта пуçланнă. Вăл 7-12 çулхи ачасене пĕрлештерет. Вĕсем кашни уйăхра 3№ библиотекăна пуçтарăнса тăван ялĕпе районĕнчи экологи ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ, вĕсене татса памалли майсем шыраççĕ. Кенгер-Менеуз ялĕнчи модельлĕ библиотекăри поэзие юратакансен «Яншишма» клубĕ 2019 çулта йĕркеленнĕ. Кунта çĕнĕ кĕнекесене, литературăри çул-йĕрсене сÿтсе яваççĕ, çыравçăсемпе тĕл пулаççĕ. Ситекпуçĕнчи «Читайка» ача-пăча клубне 2011 çулта çемье вулавĕн йăли-йĕркисене çĕнĕрен пуçарса ярас, кĕçĕн ÿсĕмрисене вуламалли кĕнекесемпе паллаштарас, ачасене итлеме çеç мар, вуланине сÿтсе явма вĕрентес тĕллевпе те пуçарса янă.
Библиотека ĕçченĕсенчен уйрăм тимлĕх ыйтакан категори шутне çамрăксем кĕреççĕ. Çамрăк çынсен пуçарăвĕпе йĕркеленекен клубсем шухăш-кăмăлĕпе пĕр пек çынсен пĕрлĕхĕ шутланать. Сăмахран, тĕп библиотекăра «Çамрăк патриот» клуб ĕçлет. Унăн ларăвĕсене 16-30 çулхи çамрăксем хутшăнаççĕ. Клубăн тĕп тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене кăмăл-сипет тата патриотизмла воспитани парасси, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусене çутатасси тата истори тĕрĕслĕхне çиеле кăларасси. Клуб пайташĕсем интереслĕ çынсемпе тĕл пулаççĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ, хăйсене канăç паман ыйтусене сÿтсе яваççĕ, вулавăш ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Çавăн пек клубсем пулăшнипе çамрăк вулакансем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме хăнăхаççĕ.
Клуб ĕçне аталантарас тĕллевпе районти тĕп вулавăшра час-часах библиотека ĕçченĕсем валли семинар-практикумсем, канашлусем иртеççĕ.
Надежда НИКОЛАЕВА, районти тĕп вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: