Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Ноябрӗн , 14:45

Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ

Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Чăвашсен йăлана кĕнĕ фольклорне сыхласа хăварасси тата аталантарасси» темăпа Раççей шайĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ

Конференци вăхăтĕнче хальхи вăхăтри йăлана кĕнĕ фольклора сыхласа хăварассипе, ăна сарассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене, паянхи фольклора тĕпчемелли меслетсене, Чăваш Республикинчи район центрĕсемпе хулисенче фольклор уйрăмĕсене уçассине, Шупашкарти музыка училищин халăх юррисене уйрăммăн тата ушкăнпа юрлама вĕрентекен уйрăмăн выпуксникĕсене ĕçе вырнаçтарассине, çавăн пекех пултарулăх коллективĕсене методикăлла пулăшу памалли майсене сÿтсе явнă.

Конференцине преподавательсем, халăх юррисене уйрăммăн тата ушкăнпа юрлама вĕрентекен уйрăмăн студенчĕсем, вăтам специальность тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен вĕрентекенĕсем, Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕсем, Чăваш Республикинчи пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем, çавăн пекех Самар облаçĕн, Пушкăртстан Республикин представителĕсем хутшăннă. Пушкăртстан делегацийĕ йышĕнче  Авăркас районĕнчи Шланлă, Юламан, Меселпуç, Ташлыкуль ялĕсенчи культура ҫурчĕн ĕçченĕсем пулнă.  Унсăр пуçне ПАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш халăх академикĕ, Пушкăртстан Республикинчи Авăркас районĕнчи «Çеçпĕл» тата «Мерчен» фольклор ансамблĕсен ертÿçи Николай Семенович Васильев (91 çулта) тухса калаçнине палăртса хăвармалла. Вăл йĕтĕн пире акса туни, «Пир çапни» ĕç процесĕ çинчен туллин те тĕплĕн каласа панă. Çавăн пекех Николай Семенович студентсене килте тĕртнĕ пирсене уйрăм ритмпа çапма вĕрентнĕ. Студентсем ку ĕçе хаваспах хутшăннă.

Теори хыççăн вăрăм çула кĕскетсе кайнă ентешсем «Юрла кăна юрла» концертра  пулса курнă. Пурнăçра кăмăллă тĕлпулусем пулаҫҫех! Пушкăртстан делегацийĕ паллă юрăçсен ҫемйипе, Анатолий Никитичпа Надежда Ивановна Никитинсемпе, тĕл пулнă. Çакă темрен те хаклă парне вырăнне пулса тăнă.  Ăшă тĕлпулăва асăнмалăх сăн ÿкерчĕк туса çирĕплетнĕ.

Тĕрлĕ çĕртен килнĕ ĕçтешсемпе хутшăнни, ҫĕнĕлĕхсемпе паллашни тата та тухăçлăрах ĕҫлес кăмăла хăпартасса шанас килет.

Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем Шупашкарта ăсталăха ÿстернĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: