Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Кӑрлач , 14:05

Чун апачĕ çинчен манар мар

Ах, çулталăк вĕçĕ! Пур ĕçе те пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Унсăр пуçне пысăк хулара уяв концерчĕсем кунсерен йышланса пыраççĕ, кашни утăмра кăсăкран та кăсăк йыхрав. Чун апачĕ çинчен манма кирлĕ мар, паллах. Уйрăмах Мускавра пурăнма тытăнсан чăваш концерчĕсене хаклама пуçларăм. Çавăнпа ентешĕмĕрĕн, Алена Силпин концертне хаваспа çитсе курас терĕм.

Чун апачĕ çинчен манар мар
Чун апачĕ çинчен манар мар

«Юррăмсем – çунатăмсем» ятпа хатĕрленĕ концерт Шупашкартан пуçланчĕ, кайран Пушкăртстанра кĕрлерĕ, Мускаври «Эльдар» кинопа концерт залĕнче вĕçленчĕ. Куракансем концерта 3 регионта та питĕ тарават йышăнчĕç. Силпи репертуарĕнче ытларах халăх юррисем: чăваш тата вырăс. Вĕсем чун хĕлĕхĕсене хумхатмасăр хăвармаççĕ, тарăн туйăмсем çуратаççĕ.
Унсăр пуçне Максимов-Савельевсем çемйипех концерта хатĕрленеççĕ, пĕрле концерт программине хутшăнаççĕ. Виçĕ çулхи Авелина амăш çумĕнче чăваш тумĕпе ташлакан пулчĕ, 9 уйăхри Арăслан та хăй чĕлхипе калаçма пуçларĕ, микрофона алăран ярасшăн мар. Олег Дмитриевичăн тăван ашшĕпе аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă асаилĕвĕсем чуна хумхантараççĕ, куççуллентереççĕ. Паянхи саманан кун-çулĕпе çыхăннă хайлавсене концерта кĕртни питĕ вырăнлă, «Анне куççулĕ» халăха пĕрлештерекен юрă пулса тăчĕ. Мĕнех, пурнăçра савăнăçпа хурлăх юнашар. Çавăнпа пĕрле пулнине нимĕн те çитмест. Çак туйăмах Алена Силпин çывăх тус-юлташĕсене Шупашкартан Мускава çитсе концерта хутшăнма хистерĕ те пулĕ. Çамрăксем пурте пултаруллă: хуткупăс ăсти Егор Матвеев Оксана мăшăрĕпе, Эльтияр (Алексей Александров), Арăслан (Лев Плотников), Георгий Корчинов, Елена Михайлова, Ульяна Федорова, Ирина Музыкантова, Алина Корнилова. Пурте маттурсем. Виçĕ сехет сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ.
Кăмăл тулли туйăмсем парнелерĕç артистсем. Сăмах май, концерта Раççей Геройĕ, Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн ертÿçи Николай Гаврилов генерал-лейтенант та мăшăрĕпе хутшăнчĕç. Николай Федорович ентешĕмĕре Пушкăртстанра ăнăçлă иртнĕ гастроль турĕпе саламларĕ, Хисеп хучĕ парса чысларĕ.
Мускавра пĕрремĕш пысăк концерт аван иртнĕ ятпа чунран саламлакан шутне эпĕ те кĕретĕп. Чуна хускатакан концертсем тата та нумай пулччăр. Максимов-Савельевсен çемйине иксĕлми хавхаланупа ăнăçу сунатăп.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ.
Мускав хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: