Антонида Георгиевна клубра вăй хума тытăннă пĕрремĕш кунранах театр коллективĕ йĕркелесси пирки ĕмĕтленнĕ. Хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хĕрарăмĕн ĕмĕчĕ майĕпен пурнăçа кĕнĕ. Пĕрремĕш утăмсем драма кружокĕ йĕркеленинчен пуçланнă.
Асăннă театр коллективĕ лартнă Геннадий Терентьевăн «Элпуçĕнчи Нарспи» пĕрремĕш спектакле халăх халĕ те ырăпа асра тытать. Театр коллективĕ майĕпен пултарулăх енĕпе те, артистсен шучĕпе те ÿссе пынă. Ушкăн тĕрлĕ спектакльсемпе кÿршĕ ялсене тухса çÿренĕ. 1996 çулта Çтерлĕ хулинчи Республикăри чăваш çамрăкĕсен театр ушкăнĕсен фестивальне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1997 çулта Чăваш Хурамал артисчĕсем хăйсен пултарулăхне Пелепей хулинче иртнĕ республикăри çамрăк талантсен «Силпи асамачĕ» фестивалĕнче тĕрĕслесе пăхнă. Кунта та авăркассене çитекенни пулман. Жюри членĕсем «Ĕмĕт» ушкăна пĕрремĕш вырăн парса чысланă. 2007 çулта театр сумлă «халăх» ята тивĕçнĕ.
2010 çултанпа «Ĕмĕт» чăваш халăх театрĕн режиссерĕн лавне Михаил Ефремов туртать.
– Культура çуртĕнче 1989 çултанпа ĕçлетĕп. Малтанхи çулсенче кунне икшер спектакль кăтартаттăмăрччĕ. Пĕрне каçхи çичĕ сехетре, теприне – тăххăрта. Халăх йышлă çÿретчĕ вĕсене. Кашни çулах икшер спектакль лартса хатĕрлеттĕмĕр. Çав шутра – Федор Павловăн «Судра» комедийĕпе «Ялта» драмисем, Н. Сидоровăн «Паллашрĕç», «Хусах Ваççа» пьесисем, Николай Тереньтевăн «Хĕрĕме калап, кинĕм илт» комедийĕ тата ыт те. Хамăр çыравçăсене илес пулсассăн Зинаида Сурпанăн виçĕ спектакльне куракан умне кăлартăмăр. 2024 çулхи март уйăхĕнче сцена çине ятарлă çар операцине халалланă Владислав Кирилловăн «Çулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе тухрăмăр. Хальхи вăхăтшăн уйрăмах актуаллă темăна халăх хапăл туса йышăнчĕ, – паллаштарать театр ĕç-хĕлĕпе тĕп режиссер.
Михаил Александрович пирки калас пулсан, вăл çак ялтах 1965 çулта çуралнă. Шкул пĕтерсен Ĕпхÿ хулинчи строительство, вăрман хуçалăх техникумĕсенче пĕлÿ илнĕ. Совет Çарĕнче пулса килнĕ хыççăн пĕр вăхăт УМПО заводра тăрăшнă. Унтан яла таврăнса вырăнти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Культура енĕпе те пĕлÿ кирлĕ тесе икĕ çул каялла Çтерлĕ хулинчи çут ĕç колледжĕнчен вĕренсе тухнă.
Михаил Александровича пурнăçра хавхалантарса пыраканĕ – Людмила мăшăрĕ. Илемлĕ те сăпайлă, ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ упăшкипе пĕрле культура çуртĕнче вăй хурать, вăл та театр артисчĕ. Мăшăр çут тĕнчене хăйсем пекех пултаруллă тăватă хĕре кун-çул парнеленĕ. Тĕпренчĕксем те хăй вăхăтĕнче асăннă театрта пултарулăхĕсене туптанă.
Хальхи вăхăтра халăх театрне вун пилĕк çын çÿрет. Çав шутра агроном та, вулавăш ĕçченĕ те, техничкăпа почтальон та, учительпе музыка ертÿçи те, шкул ачисемпе тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Кашни çулах çĕнĕ сăнарсем калăпласа артистсем хурамалсене çеç мар, таврари ялсене те савăнтарăççĕ. Унсăр пуçне вĕсем ялти общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.