Шурă хурăн, ма йĕретĕн?
Шурă хурăн, ма йĕретĕн?
Ма тăкатăн куççульне?
Мĕншĕн авăнса илетĕн?
Савăн – çитрĕ çуркунне!
Чĕрĕлет, ав, çут çанталăк
Сар хĕвелĕн айĕнче.
Вăранать йĕри-тавралăх,
Ешерет çурхи тĕнче.
Пăхрăм та тинех ăнлантăм
Хурăн мĕншĕн йĕнине.
Чунсăр çын касса амантнă
Унăн йăрăс вуллине.
Çынсем,юратăр пĕр-пĕрне
Çынна, вăл сывă чух хурлаççĕ,
Вăрçаççĕ, хатĕр таптама.
Вилсен чул палăксем лартаççĕ,
Вара пуçлаççĕ мухтама.
Пĕлетĕп, лайăх ăнланатăп:
Вилнисене манмалла мар!
Анчах çакна татса калатăп:
Çынна хăй сывă чух сумлар!
Хисеп те чыс, телей курмасăр
Çын ирттерет хăй ĕмĕрне.
Пурте çут тĕнчерен каятпăр,
Çынсем, юратăр пĕр-пĕрне!
Çамрăк мăшăра
Ал паратăп, саламлатăп,
Çамрăксем, сире паян,
Ăшă сăмахсем калатăп
Мăшăрланнă ятпалан.
Каччăпа хĕр, пĕрлешетĕр
Паянтан, ак, пĕр киле,
Ĕмĕре хăвăр пĕлетĕр,
Пурăнса ирттермелле.
Йывăр та, çăмăл та пулĕ
Пурăнан пурнăçăрта.
Яланах вăл тикĕс пулмĕ,
Пурнăç хăвăр аллăрта.
Итлĕр пĕр-пĕрне, юратăр,
Пурăнăç – юратура!
Ывăлсем, хĕрсем çуратăр,
Савнăç кÿрĕç кил-çуртра.
Ватă çынсене хисеплĕр,
Хăвăр та ватăлмалла.
Аçăр-аннĕрсене итлĕр
Вĕсенчен ăс ыйтмалла.
Вăхăта хаклама пĕлĕр,
Иртни килмĕ çаврăнса.
Çамрăк чух, вăй пур чух ĕçлĕр
Пур ĕçе те юратса!
Çĕн çемье! Сире тĕллетĕп
Ырлăх-сывлăх та телей!
Савăнса пурăнăр, тетĕп,
Пултăр ылтăн юбилей!
Ачалăх
Тăвайкки ярăнаççĕ
Вĕт-шакăр ачасем.
Выляççĕ, савăнаççĕ
Шур юр çинче вĕсем.
Пĕрне-пĕри чышаççĕ,
Кăп-кăпăш юр ăшне,
Ӳкеççĕ те тăраççĕ –
Каллех хăшĕ – хăшне?..
Выляççĕ, парăнмаççĕ
Вĕсем хĕл сиввине,
Шăнсан та васкамаççĕ
Кайма килĕсене.
Эх, шавлă вăйă-кулă,
Ача чухнехисем…
Юлаççĕ асăнмалăх
Ĕмĕрлĕхе вĕсем.
Вĕсем пекех вылянă
Эп те ача чухне.
Ăçта-ши ман ачалăх –
Ем-ешĕл çуркуннем?!
Мĕтри МИШШИ.