Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
15 Нарӑсӑн , 15:00

Мухтавлă ывăлсене чысласа

Февраль уйăхĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе паллă. Шупашкартан Пушкăртстана килекен артистсен черетлĕ концерт программи («Мухтавлă ывăлсене чысласа» ятпа ) шăпах çак уявпа çыхăннă.

Мухтавлă ывăлсене чысласа
Мухтавлă ывăлсене чысласа

Паллах, сцена ăстисем Раççейре кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тата Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине те манман. Хальхинче куракансене Александр Васильевпа Алина Михайлова Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем, Олеся Яковлевапа Михаил Федоров уçă та янравлă саслă юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илĕç. Эпир вара вулакансене гастроль маршручĕпе паллаштарма васкатпăр.
Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ – Авăркас районĕ, Нукасакри культура çурчĕ;
24-мĕшĕ – Толбазă ялĕ, районти культура çурчĕ;
25-мĕшĕ – Çтерлĕ районĕн культура çурчĕ (Çтерлĕ хули);
26-мĕшĕ – Мияки районĕ, Суккулти культура çурчĕ;
27-мĕшĕ – Пишпÿлек ялĕ, районти культура çурчĕ;
28-мĕшĕ – Пелепей хули, Тĕп культура керменĕ;
Март уйăхĕн 1-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмашри культура çурчĕ.
Концертсем пур çĕрте те 19.00 сехетре пуçланаççĕ, Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕсĕр пуçне, унта - 20.00 сехетре. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-961-044-37-77.
Йĕркелÿçĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: