Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
10 Апрелӗн 2025, 15:00

Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пелепей хулинчи ӳнер галерейинче Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан педагогика наукисен кандидачĕн тата ÿнерçĕн Анатолий Яковлевăн куравĕ уçăлчĕ. «Чун-чĕрен илемлĕ кăмăлĕ...» («Души прекрасные порывы…») ятпа йĕркеленĕ выставка тĕрлĕ техникăпа стильсенчен тунă 52 ĕçрен тăрать.

Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

Анатолий Яковлевăн живопись тата графика мелĕсемпе ăсталанă, çапнă эрешлĕ (чеканка) ĕçӗсенче наци сĕмĕ туллин палăрать. Вĕсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурине уççăн кăтартса параççĕ. Çапнă эрешлĕ декорациллĕ панносене ÿнерçĕ К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкĕсене халалланă. Вĕсем çине уйрăмах куç илмесĕр пăхас килет.
Анатолий Витальевич ÿнер ĕçĕпе мĕн ачаранах кăсăкланнă. Çак туйăма арçын ачара 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне ÿкерÿ предметне вĕрентме килнĕ Олег Агапов çуратнă. Олег Германович ял ачисене кăранташа тĕрĕс тытма, йĕрсем тума, сăрăсене хутăштарса тĕрлĕ тĕссене çавăрма вĕрентнĕ. Анчах икĕ уйăхран вĕрентекене салтак тивĕçне пурнăçлама çар ретне чĕнсе илнĕ.
– Пĕлетĕр-и, хамăн туйăмсене халиччен никама та уçса паманччĕ. Эпĕ çак хыпара илтсен питĕ хурланнăччĕ. Вăл çартан таврăнассине чăтăмсăррăн кĕтрĕм, хĕр качча кĕтнĕ пек. Таврăнмарĕ. Çулсем шурĕç: каччă пултăм, авлантăм. Эпĕ пĕр класра вĕреннĕ Людмила Агаповапа çемье çавăртăм, туйра Олег Германовичпа тĕл пултăм. Вăл манăн мăшăрăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пулнă иккен. Паянхи кун та эпĕ хамăн вĕрентекенпе çыхăну тытатăп. Вăл та манăн кашни курава килме тăрăшать, – куççульне тытса чараймасăр калаçăва пуçларĕ ÿнерçĕ.
Анатолий Яковлев Тимеш шкулĕ хыççăн професси пĕлĕвĕ илес тĕллевпе Ĕпхÿри педагогика училищин ÿнерпе графика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Каярах Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн аспирантуринче пĕлÿ илнĕ. Пултаруллă чăваш арĕ 20 çул хушши вырăнти шкулта ĕçленĕ, директор тивĕçне пурнăçланă. Çулсем иртнĕ май вăл çемйипе Ĕпхĕве пурăнма куçнă, хулари шкулсенчен пĕринче технологи учителĕ пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле Анатолий Витальевич педагогика сферинче 37 çул хушши вăй хунă.
– Юлашки çичĕ çул хушши хамăн чун киленĕçне вăхăт уйăратăп, ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртетĕп. Эрешленĕ ĕçсене дачăра ăсталатăп. Çуркунне пуçлансан унта пурăнма куçатăп, кĕр кунĕсенче вара хваттере таврăнатăп. Эпĕ хамăн ĕçсене чунтан тăрăшса тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçлатăп. Вĕсем савăнăç парнелеççĕ. Паян çак савăнăçа сирĕнпе пайласшăн, – малалла сăмах тăсрӗ чăваш арĕ.
Çакăн хыççăн пултаруллă ÿнерçĕ панносене мĕнле майпа туни, йĕркене кĕртни çинчен каласа пачĕ. Пĕрремĕш курава тăван Тимеш ялĕнче йĕркеленине те асăнса хăварчĕ. Ĕçлесе опыт пухнă май Анатолий Витальевич хăй хăш халăх çынни пулнине хăйĕнчен ыйтнă. Шалти сасси вара вăл чăваш пулнине аса илтернĕ, мĕншĕн унăн пултарулăхĕнче чăваш темипе çыхăннă ĕçсем çуккине ыйтнă. Çакă ăна шухăша янă. Çапла майпа чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсен сăнĕсене, паллă чăвашсене ÿкересси мала тухнă.
– Эпĕ хамăн шалти сасăпа нихăçан та тавлашмастăп. Вăл – чи лайăх юлташ. Унсăр пуçне çакна та асра тытмалла: ăнăçу ахаль килмест – тăрăшса ĕçлемелле, – çамрăксене вĕрентсе каларĕ ăстаçă.
«Чун-чĕрен илемлĕ кăмăлĕ...» курава курма, Анатолий Витальевича пултарулăхшăн тав тума культурăпа ÿнерте тăрăшакансем, çывăх çыннисемпе юлташĕсем, Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн студенчĕсем тата ÿнер культурине хаклама пĕлекенсем пуçтарăнчĕç.
Пелепей хулинчи краеведени музейĕн ертÿçи Ольга Ивлева Анатолий Яковлева курав уçăлнă ятпа саламланă май, чун хĕлхемĕсене тыткăнлакан ĕçсем хулан культура пурнăçне илем кÿнине палăртрĕ, малашне те тачă çыхăнса ĕçлесси йăлана кĕрессе шаннине пĕлтерчĕ. Ольга Николаевна пултаруллă чăваш ÿнерçине хавхаланупа ăнăçу сунса Тав çырăвĕ пачĕ.
Раҫҫей Федерацин чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташӗ, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев курава тăратнă ĕçсенче чăваш халăхĕн кулленхи пурнăçĕн илемне курма пулни çинчен каларĕ. Çав вăхăтрах вăл пухăннисене иртнисĕр малашлăх çук текен шухăш патне те илсе çитерчĕ. «Ĕçсем иртнине ăнланса илме, малашнехи пурнăçа планлама пулăшаççĕ», – терĕ Владимир Матвеевич. Унсăр пуçне В.М. Яковлев асăннă курав К.В. Ивановăн 135 çулхи юбилейне халалланă мероприятисенчен пĕри пулнине палăртса Анатолий Яковлева Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ятĕнчен Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Оксана Федорова чăваш ÿнерçин куравĕ тăван халăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан пулăм пулса тăнине палăртрĕ.
– Залри ĕçсем çине пăхнă май чăвашсем çав тери пултаруллă çынсем тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пултаратăп. Чылай çул хушшин педагогика сферинче тăрăшнă хушăра, пĕтĕм ĕçе пăрахса чун ыйтнине тивĕçтерме, ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртме кам мехел çитерĕ-ха? Телейлĕ çын çеç. Анатолий Витальевич, сире пире телейлĕ çын пулма çутă ĕмĕт панăшăн, шалти саспа пĕр чĕлхе тупма вĕрентнĕшĕн тав тăватăп. Залра ларакан кашни çын хăйĕн шалти сассипе туслашсан çакă паянхи кунăн çĕнтерĕвĕ пулса тăрĕ, – терĕ Оксана Петровна.
«Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов курав уçăлнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн Пелепей районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Расуль Гареев вăл кÿршĕллĕ ĕçлесе пурăнакан халăхсен туслăхне тата та çирĕплетессе шаннине пĕлтерчĕ. Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн вĕрентекенĕ Любовь Никитина çапнă эрешлĕ панносем К.Ивановăн 135 çулхи юбилейĕ тĕлне халалласа кун çути кăтартмалли «Нарспи» поэмăна илем кÿнĕ пулсан питĕ лайăх пулĕччĕ терĕ. Анчах чăн малтан кĕнеке кăларма пулăшакан çынна тупас пулать…
Мероприяти юрă-кĕвĕсĕр иртмерĕ. Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи «Силпи», Ярмулайĕнчи «Рябинушка», Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи «Шевле» ушкăнсем курава илем кĕртрĕç. Вĕсем залра ларакансене янăравла юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç.
Ирида НОВИКОВА. Пелепей хули.
Елена ПЕТРОВАН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Ăсчах-ÿнерçĕ ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас