Пурĕ Пелепей хулипе районĕнчен «Вокал», «Хореографи», «Илемлĕ сăмах», «Инструменталлă пултарулăх» номинацисемпе 50 заявка тăратнă.
Сцена çинче пĕрин хыççăн тепри илемлĕ наци тумĕсем тăхăннă артистсем тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестивале хутшăннисенчен чи кĕçĕнни 23№ ача садне çÿрекен Алиса Габдуллина пулчĕ. Вăл куракансене илемлĕ сăвă вуланипе тыткăнларĕ. Пĕччен юрлассипе «Ветеран» клуба çÿрекен Валентина Ушакована çитекенни пулмарĕ. Ăна «Пелепей районĕн Зыкини» тесен те йăнăш пулмĕ, унăн сасси Людмила Георгиевна Зыкина паллă юрăçăн сасси пекех уçă та янравлă. Валентина Владимировна Гран-прие тивĕçрĕ.
Компетентлă жюри йышĕнче Приютово поселокĕнчи 2№ ÿнер шкулĕн директорĕ Кира Шайдуллина, Пелепей хулинчи 1№ ÿнер шкулĕн «Халăх инструменчĕсем» уйрăмĕн пĕрремĕш категориллĕ преподавателĕ Светлана Силантьева, Приютово поселокĕнчи Культура çурчĕн «Калинка» тĕслĕхлĕ хореографи ансамблĕн ертÿçи Анна Устинова, Пелепей хулинче пурăнакан РФ тата ЧР Писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, таврапĕлÿçĕ, çыравçă Рудольф Павлов пулчĕç.
Культура çурчĕн холĕнче ал ĕç ăстисен суту-илÿ куравне, мастер-классем ирттерессине йĕркеленĕччĕ.
Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăларĕç. Мероприяти славян культури сывă пулнине, унăн кирлĕлĕхне, вăл Пелепей районĕн, пĕтĕм Раççейĕн пуян эткерлĕхĕ пулнине çирĕплетрĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА. Пелепей хули.