Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
11 Сентябрӗн 2025, 09:00

Иртнĕ кунсене аса илсен куçсем шывланчĕç

Август уйăхĕн вĕçĕнче Авӑркас тӑрӑхӗнчи Меселпуҫ ялӗнче Çтерлĕ хулинчи «Эреш» чăваш театрпа фольклор студин артисчӗсем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ (Н.Терентьев «Куккук ҫаплах авӑтать», Ю.Скворцов «Уках хурӑнӗ» т.ыт.те) «Салтак арăмĕсем» ятлӑ спектакль кăтартрĕç.

Иртнĕ кунсене аса илсен куçсем шывланчĕç
Иртнĕ кунсене аса илсен куçсем шывланчĕç

Текста хатӗрлекенӗ, режиссёрӗ тата ертсе пыраканӗ – филологи наукисен кандидачӗ Елизавета Иванова. Асăннă студин артисчĕсем вӑрҫӑ умӗнхи тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӗрарӑмсен йывӑр шӑпине, ӗҫне-хӗлне, ҫирӗп кӑмӑл-туйӑмне, шухӑш-ӗмӗчӗсене чуна пырса тивмелле кăтартса пачĕç. Куракансен куҫҫулĕсене шӑлса ларма та тӳр килчӗ.
Артистсен пултарулӑхӗ чăн та çÿллĕ шайра. Салтак арӑмӗсен хуйхи-суйхисене, шанчӑкӗсене Шупашкар артисчӗсенчен пӗртте кая мар уҫса пама пултарчӗҫ. Курма килнисем спектакль тăршшĕпех артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, хавхалантарса, ҫунатлантарса пычĕç.
Паллах, спектакле витĕмлĕрех тума Валерий Привалов хатӗрленӗ килӗшӳллӗ декораци те сахал мар пулӑшрӗ. Уйрӑмах пысӑк туйӑмпа вылякан артистсене Ольга Степанована (Пăлаки); Галина Алексеевана (Сарпи); Валентина Гаврилована (Елис почтальонка); Светлана Ефимована (Наçтук аппа); Лидия Привалована (Тарье); Галина Смирнована (Сӑпани), Валентина Михайлова, Надежда Никифорова, Надежда Степанова, Мария Родионова салтак арăмĕсене палăртмалла. Сцена хыҫӗнчен текста вулакан Виктор Васильев ăсталăхĕ те çÿллĕ шайра пулчĕ.
Елизавета Ильинична Иванова «Эреш» ушкӑна 15 ҫул каялла чӑмӑртанă. Вӑл çак коллективăн ертӳҫи кӑна мар, сценарисчӗ тата режиссёрӗ те. 2025 ҫулта «Эреш» хӑйӗн пултарулӑх ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртсе янă май Тăван çĕршывăн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа «Салтак арăмĕсем» ятлӑ постановка хатӗрлесе халӑх умне кӑларчӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫамрӑксем ҫеҫ мар, пурнӑҫ курнӑ пенсионерсем те хутшӑнаҫҫӗ. Çав шутра - Галина Григорьева, Светлана Ефимова, Валентина Михайлова.
Театр студийĕ тӑван чӗлхепе халӑха, унăн йӑли-йӗркисене упраса хӑварас текен чӑвашсене пуҫтарать. Ҫтерлӗре пурӑнакан чӑваш артисчӗсем чӑваш ҫыннин паха енӗсене: ӗҫченлӗхĕпе тирпейлӗхне, сапӑрлӑхĕпе сӑпайлӑхне, ҫирӗп кӑмӑл-туйӑмне уҫса параҫҫӗ. Ҫак пултарулӑх ушкӑнне вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе, чун туртнипе, хӑйсен пултарулӑхне малалла та аталантарас тӗллевпе çÿреҫҫӗ.
Анчах ҫакна та каласа хӑварас килет. Паянхи кун «Эрешĕн» пӗрле пуҫтарӑнса спектакльсене хатӗрленмелли ятарлă кӗтесӗ те ҫук. Вӗсен пултарулӑх ушкăнĕ ырӑ кӑмӑллӑ, ялан пулӑшма хатӗр çынсем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑрать. Апла пулин те вĕсем çӗнӗ ҫитӗнӳсем тăвасса шанса тӑратпӑр. Ырлăх-сывлӑх сире, эрешсем.
Людмила ЕФИМОВА.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Иртнĕ кунсене аса илсен куçсем шывланчĕç
Иртнĕ кунсене аса илсен куçсем шывланчĕç
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас