Пурте эпир Хĕрлĕ вут-çулăмлă Лаша çулĕ ытларах ырă пулăмсемпе савăнтарасса шанатпăр. Ун пек чухне юрри-ташши те, кулăш-шÿчĕ те пулĕ. Çак ĕçре пире яланхи пекех шурă Шупашкар артисчĕсем пулăшса пырĕç, инçе çула кĕскетсе Пушкăртстана çитме васкĕç. Çĕнĕ çулта вара чăваш эстрада çăлтăрĕсен гастрольне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алексей Шадриков юрăç ертсе пыракан ушкăн пуçлĕ. Унпа пĕрле куракансене Ульяна тата Николай Рыбаков пултаруллă та халăха çывăх юрăçсем пулĕç. Эпир вара сире гастроль маршручĕпе паллаштарма васкатпăр.
Январь уйăхĕн 18-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмашри культура çурчĕ;
19-мĕшĕ – Мияки сали, районти культура çурчĕ;
20-мĕшĕ – Çтерлĕ хули, Загородный поселок, районти культура çурчĕ;
21-мĕшĕ – Пелепей хули, Тĕп культура керменĕ;
22-мĕшĕ – Авăркас районĕ, Толбазăри районти культура çурчĕ;
23-мĕшĕ – Пишпÿлек сали, районти культура çурчĕ;
24-мĕшĕ – Ишимбай районĕ, Йĕкенпуçĕнчи культура çурчĕ.
Концертсен программисем 18.30 сехетре пуçланаççĕ.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8 (927) 332-23-45.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.