Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
5 Нарӑсӑн , 12:00

Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх канашлу ирттернĕ.

Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă

Асăннă сферăри учрежденисем тухăçлă ĕçлеççĕ. Культура ĕçченĕсемсĕр пĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм та иртмест, вĕсен ĕçĕн кăтартăвĕ, шучĕпе пăхсан, тĕлĕнтерет. Иртнĕ çулхине районта 6 700 мероприяти йĕркеленĕ. Музейсем районти культура еткерне сыхласа хăварас тата ăруран ăрăва куçарас тесе тăрăшаççĕ, киновидеосеть Авăркас тăрăхĕнчи çынсене кинематографин çĕнĕлĕхĕсемпе анлă экран урлă паллашма майсем туса парать. Бахти Гайсин ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕ ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшать. Библиотека системи культурăпа çут ĕç центрĕн тĕллевĕсене те пурнăçлать. Планра – Толбазă салинче чăваш историпе культура центрне йĕркелесси.

Асăннă отрасле 140 миллион ытла тенкĕ хывнă. Çапла районти Культура керменне, çулталăкне кунта 300 мероприяти иртет, сцена çине сармалли çĕнĕ сийпе, трибунăпа, сĕтелпе, экранпа, сцена çинче усă курмалли çутă оборудованийĕпе, хăйпултарулăх артисчĕсене сцена тумĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех Меселпуçпа Кшаннин, Треппелпе Тукай ялĕсенчи культура çурчĕсене те укçа-тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун районти тĕп библиотекăна тĕпрен юсаççĕ. Çакăн валли республика бюджетĕнчен 7 млн тенкĕ уйăрса панă, «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ ăру вулавăшĕ йĕркелеме – 15 млн тенкĕ. Наумьел, Михайловка, Семенкино тата Болотино ялĕсенчи культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. «Пушкин картти» программăпа килĕшÿллĕн Авăркас районĕнче 200 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Асăннă тăрăхра «халăх» ята тивĕçнĕ тăхăр ушкăн тухăçлă ĕçлет, тата иккĕшĕ – «тĕслĕхлĕ».

Канашлăвăн савăнăçлă саманчĕсенчен пĕри пултаруллисене чыслани пулнă. Вĕсен шутĕнче чăваш хастарĕсем те пур. Çапла Меселпуç ялĕнчи вулавăшра тăрăшакан Ольга Иванова нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн, халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварас ĕçе тÿпе хывнăшăн  ПР Культура министерствин Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Толбазăри Культура керменĕнчи «Мерчен» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçине Николай Васильева тата Юламан ялĕнчи культура çурчĕн тĕп культорганизаторне Альбина Федорована шанса панă ĕçе тăрăшса та тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн Авăркас район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Таштамак ялĕнчи вулавăшра ĕçлекен Галина Кириллована нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата библиотека ĕçне тÿпе хывнăшăн районти культура пайĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.

Гузель КУДАШЕВА.

Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.

 

Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Авăркас районĕнчи культура ĕçченĕсем 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Автор:
Читайте нас