Залра ларакансем вырăнти «Илем» чăваш юрă ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи - Ирина Наумова) шăрантарнă «Анне», «Савнă тăван» юрăсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Пултарулăх ушкăнĕн купăсçи А.В. Кузьмин «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç» юрра юрласа савăнтарчĕ.
Çамрăк артистсенчен Яна Куликовапа Ангелина Никитинана палăртмалла. Вĕсенчен пĕри юрă юрласа, тепри хальхи саманапа килĕшсе тăракан ташă ташласа тĕлĕнтерчĕç.
Ялти пултарулăх ушкăнне çÿрекен артистсен пĕр пайĕ Арсений Волковăн «Туй икерчи» спектакльне кăтартрĕ. Спектакльти сăнарсене калăплаканĕсем Ольга Григорьевапа Людмила Кузьмина, Галина Степановапа Алина Григорьева, Леонид Петровпа Александр Наумов, Светлана Ерметовапа Галина Андриянова пулчĕç.
Концерт пуçтарăннисене ырă кăмăл-туйăм парнелерĕ, чун-чĕрисене ăшăтрĕ.
Ирина НАУМОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.