Неля Климентьевнан ĕçлĕ пурнăçĕ тăван ялĕнчи шкулта биологипе географи учителĕнчен пуçланнă. Педагогика ĕçĕнче 37 çул тăрăшни пысăк цифра çеç мар, унăн чылай выпускникĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ, апла пулсан хăйсен тÿпине регион тата çĕршыв аталанăвне хывнă.
Çтерлĕ хулине пурăнма куçсан та Неля Тимофеева педагогика ĕçне хăварман, ача садĕнче çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Шăпах çавăн чухне унăн уйрăм тĕллевĕ палăрнă та: культурăпа йăла-йĕрке урлă халăхсен нумай енлĕхне хисеплесси. 2017 çулта вăл тĕрлĕ наци çамрăк артисчĕсене пуçтарса «Çурхи уяв» («Весеннее настроение») хулари чăваш ача-пăча пĕрремĕш фестивальне йĕркеленĕ. Шăпах культура мероприятийĕсене хутшăнни уншăн наци йăли-йĕркине упраса хăвармалли тĕп инструмент пулса тăнă. Вăл искусство чикĕсĕр пулнине ĕненет. Çакна унпа юнашар культурăпа кăсăкланакан çын чылай пулни те çирĕплетет. Культура ертÿçин юлашки çулсенчи пуçарăвĕсем Мияки районĕшĕн чăн-чăн çитĕнÿ пулса тăнă: 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнче иртнĕ, тĕрлĕ ялсенчи ушкăнсене пуçтарнă «Туссем хушшинче» («В кругу друзей») районти ача-пăча вокал фестивалĕ, 2025 çулхи апрель уйăхĕнче И.Я. Яковлев çутта кăларакан çуралнă куна халалланă «Ялан янра, чăваш чĕлхи» район шайĕнчи фестиваль. 2025 çулхи июнь уйăхĕнче иккĕмĕш хут иртнĕ «Туссем хушшинче» фестиваль хăйĕн кирлĕлĕхне çирĕплетнĕ.
Неля Климентьевна ертсе пынипе «Шур чечек» («Ромашки») ачасен вокал ушкăнĕ, «Суварята» чăваш фольклор ушкăнĕ, аслисен «Услада» вокал дуэчĕ ĕçлеççĕ. Район, республика шайĕнчи онлайн-конкурссене хутшăнни парнеллĕ вырăнсем илсе килет çеç мар, пĕр халăхăн йăли-йĕрки пур регионăн культура палитрине пуянлатма пултарнине кăтартать.
Неля Тимофееван сăмахĕсем тăрăх нацисен хушшинчи килĕшÿ культура мероприятийĕсем çинче çеç мар, пĕрле тунă обществăлла ĕçсенче те çирĕпленет. 2023 çултан вăл гуманитари пулăшăвне пухакан ушкăнăн волонтерĕ тата ертÿçи шутланать. Унăн ятарлă çар операцине тата госпитальсене пулăшу пухса ăсатассипе çыхăннă ĕçĕ Мияки районĕнчи тĕрлĕ наци çыннисене пĕр тĕвве пуçтарнă. Хастар ĕçшĕн Çĕнĕ Хурамал ял Канаш администрацин Тав çырăвĕсене, «Боец», «Союз пограничников» çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсен обществăлла пĕрлĕхĕсен, Мияки районĕнчи «За Победу» автономлă коммерциллĕ мар организацин наградисене, патриотла воспитани парас ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн диплома тивĕçнĕ.
Тимофеевсен çемйи пĕрлешÿпе пĕр-пĕрне пулăшмалли тĕслĕх те шутланать. Неля Климентьевна Сергей Федорович мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ: Сергей ывăлĕ РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче хĕсметре тăрать, ăна сакăр патшалăх наградипе чысланă. Карина хĕрĕ – Чăваш патшалăх филармонин «Дуняша Стайл» ушкăнĕн солистки.
Неляпа Сергей Тимофеевсем 38 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсен çемйинче ĕçченлĕх, яваплăх, пĕр-пĕрне пулăшни, çынсене хисеплени тĕп хаклăхсем шутланаççĕ. Неля Климентьевнан пултарулăх тата обществăлла ĕç-хĕлне пĕлекенсем унăн пуçарăвĕсем çак енсене аталантарассипе ĕçленине çирĕплетеççĕ.
Неля Тимофееван ĕçне тĕрлĕ шайра хакланă: чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕç ĕçсемшĕн Чăваш Республикин Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе; «Хĕрарăм – наци амăшĕ» Раççей шайĕнчи конкурсăн финала тухнă дипломĕпе; Раççей Халăх ассамблейин Тав çырăвĕпе; районти культура пурнăçĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Мияки район администрацин Тав çырăвĕпе, «Менеджмент по культурно-досуговой организации» профессиллĕ пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломпа (2023 ç).
Неля Климентьевна хăй тĕслĕхĕпе, пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе нацисен хушшинчи килĕшÿ хут çинчи хитре лозунг çеç мар, кашни кунхи ĕç кăтартăвĕ пулнине çирĕплетет. Çамрăк ăрăва воспитани парассипе, йăла-йĕркесене сыхласа хăварассипе, пĕрле тунă ырă ĕçсемпе пĕр çын хăй тавра ытти халăхăн культурине хисеплекен общество йĕркелеме пултарать. Унăн опычĕ нумай енлĕхре пĕрлĕх тупма пултаракан тĕслĕх шутланать.
Алия АБДУЛЛИНА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.