Кăçалхи апрель уйăхĕнче Пушкăртстанра вăл хутшăннипе йĕркелекен кану каçĕсем те куракансене килĕшессе шанатпăр. Уяв сценисем çине Вячеслав Васильевичпа пĕрле ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Марта Зайцевапа Михаил Федоров (асли) тата Игорь Иванов юрăç тухĕç. Куракансене концертсене йыхравланă май, хамăрăн вулакансене гастроль маршручĕпе паллаштаратпăр.
Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмашри культура çурчĕ;
16-мĕшĕ – Пелепей хули, Тĕп культура керменĕ;
17-мĕшĕ – Çтерлĕ хули, Загородный поселок, районти культура çурчĕ;
18-мĕшĕ – Ишимбай районĕ, Йĕкенпуçĕнчи культура çурчĕ;
19-мĕшĕ – Абдуллино хули (Эрĕнпур облаçĕ), «Юбилейный» культура керменĕ;
20-мĕшĕ – Пишпÿлек районĕ, Пăслăкри культура çурчĕ;
21-мĕшĕ – Октябрьски хули, Наци культурисен центрĕ.
Концерт программисем 19.00 сехетре пуçланаççĕ. Вячеслав Христофоров тата унăн пултаруллă йышĕ сире, хисеплĕ куракансем, пурсăра та хапăл туса кĕтет. Кану каçĕсем кашни чăваш чунлă хăнашăн асра юласса шанатпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8 (917) 366-23-02.