Культура пурнăçĕ
16 Апреля , 11:30

Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди

Ака уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче  Мускавра пĕтĕм Раççейри «Театр Раççей атласĕ» фестивальпе килĕшÿллĕн чăваш культурин кунĕсем иртрĕç.  

Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагедиПĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди
Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди

Пĕрремĕш кунĕнче Поварскинчи театрăн икĕ сцени çинче пĕр харăсах Борис Манджиев режиссерăн икĕ премьерăллă спектаклĕ иртрĕ.

Вун çичĕ çултах пĕтĕм халăхăн культура кочĕ пулса тăракан поэма çырма пултарни мĕнре-ши? Чăваш литература классикĕ Константин Иванов «Нарспие» 1908 çулта хайланă. Çак çулсенче чăваш театрĕсен сценисем çинче çичĕ театр постановки кăтартнă. Çавăн пекех поэма тăрăх Григорий Хирбю «Нарспи» опера хайланă. Ăна 1967 çулта Чăваш музыка театрĕн сцени çинче лартнă. Николай Казаковăн «Нарспи» мюзиклне Шупашкарти чăваш филормонийĕнче 2008 çулхи март уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче кăтартнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш академи драма театрĕ К.В. Иванов поэми тăрăх çĕнĕ постановка тăратнă. Ăна Дмитрий Миронов инсценировкăланă. Константин Ивановăн поэми – чăвашла «Ромэопа Джульетта». Кунта çемьесен хирĕçĕвĕ вырăнне патриархаллă йăла пусмăрĕ, пусмăрлă туй тата юратнă çынпа пулма май çукки. Спектакль чăвашла синхронлă куçарупа пырать.

Мускав хулинче пурăнакан чăвашсем «Нарспи» спектакле те, Уильям Шекспирăн Чăваш патшалăх пукане театрĕ лартнă «Король Лир» трагедине те курса савăнчĕç. Сăмах май каласан, асăннă спектакль Чăваш Республикин историйĕнче пуçласа «Ылтăн Маска» лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Кунта пуканесем макăраççĕ тата çынсем пекех сутаççĕ. Шекспир трагедине пĕр тăхтавсăр 60 минут хушшинче кăтартрĕç. Ÿт тăрăх сивĕ чупса иртмелле. Патшан аслă хĕрне пирĕн ентеш, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елена Хорькова  (Елена Шурту) вылярĕ.

Мускаври чăваш культурин кунĕсем Раççей регионĕсенче пысăк театр епле йĕркеленнине курма май параççĕ. Пафоссăр, анчах çавăн пек вăйпа, куракансем сывлама та чарăнаççĕ.

Чăваш культурин кунĕсене уçнă çĕре Культура министрĕн  çумĕ Жанна Алексеева, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ  Светлана Каликова, Раççей Геройĕсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем хутшăнчĕç.

Салам сăмахĕсемпе «Никита Михалковăн «Мастерская «12» театрăн директорĕ  Игорь Попов тата Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах тухса каларĕç.
‎- Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче «Театрлă Раççейĕн атласне» малалла çыратпăр. Чăваш çĕрĕ çинче тĕвĕленнĕ проект çĕршывăн культура историйĕнче пĕлтерĕшлĕ  тапхăр пулса тăнипе мухтанатăп. Ку вăл «Тĕрленĕ Раççей карттин» логикăллă тăсăмĕ,  Чăваш Енĕн культура хăвачĕн символĕ тата регионсем хушшинчи кĕпер пулса тăчĕ. Культра кунĕсене уçмашкăн хамăр халăхăн хăйне евĕрлĕхĕпе чун вăйне уçа паракан «Нарспи» спектакле суйласа илтĕмĕр, - палăртнă Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев. 

Татьяна БОЛКОНСКАЯ.

Мускав хули.

 

Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди
Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди
Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди
Пĕр каçра икĕ спектакль, икĕ трагеди
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас