

Тетĕрпуç ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш ансамбльне республикăри халăх пултарулăх центрĕн компетентлă аттестаци комиссийĕ пысăк хак панă. Сцена ăстисен ушкăнĕ пуçласа «халăх ансамблĕ» ята илнĕ.
Ушкăна паянхи кун ертсе пыраканĕ – Ирина Петрова вĕрентекен. Паянхи кун ансамбль йышĕнче 10 çын. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Ушкăн пайташĕсен ÿсĕмĕ: 19 çултан пуçласа 64 çулччен. Вĕсене пурне те чăваш культурине тата йăли-йĕркисене юратни, наци еткерлĕхне упраса çитĕнекен арăва парса хăварма тăрăшни пĕрлештерет.
Ансамбль репертуарĕнче хальхи тата паянхи вăхăтпа, çĕнĕлле аранжировка тунă, илемлетнĕ халăх юррисем пулнине палăртса хăвармалла. Ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕ çак çĕр çинче чăваш культурин, сăмахлăхĕн çăлкуçĕсем иксĕлми тапса тăмалла тăвассипе çыхăннă. Çапла майпа «Çеçпĕл» ахаль пултарулăх коллективĕ кăна мар, юрă-кĕвĕ урлă иртнипе паянхине çыхăнтарса чăваш йăли-йĕркисене хăйне евĕрлĕ упракан ушкăн шутланать.
– «Çеçпĕл» чăваш ансамблĕ ятĕнчен «Урожай» ООО ертÿçине Ильдар Гаскарова çĕнĕ тумсем çĕлеме пулăшу панăшăн чунтан тав тăватпăр. Çĕнĕ тумсемпе сцена çине тухса пирĕн пултарулăха хак паракансен чĕрисене тыткăна илме пултартăмăр. Конкурс юррине илемлĕ юрланăран, тумсем капăр пулнăран «халăх» ята тивĕçрĕмĕр. Çтерлĕпуç район центрĕнчи Культура керменĕн директорне Венера Латыпована, тĕп методистне Юлия Кожевинана, Гульюзум Саепова режиссера пире пулăшнăшăн тата шаннăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Жюри йышне те пирĕн пултарулăха пысăк хак панăшăн тем пекех тав. Ушкăн пайташĕсемпе вĕсен мăшăрĕсем тăван культурăшăн, тăван ял малашлăхĕшĕн çунни куç умĕнчех. Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем! – тенĕ «Çеçпĕл» ертÿçи Ирина Петрова сумлă ята тивĕçнĕ май.
Çеçпĕлсене «халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, пултарулăх анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕпуç районĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.