

Юрă-ташă уявĕ пуçланиччен фестивале хутшăнакансене Чуюнчă ял Канаш администраци пуçлăхĕ Сергей Никифоров ăшшăн саламланă, пурне те ăнăçу суннă. Çакăн хыççăн сцена çине Чуюнчă-Николаевкăпа Канчăлав тата Имай-Карамалы ялĕсенчи, Авăркас тăрăхĕнчи Юламанти ушкăнсемпе уйрăм юрăçсем тухнă. Вĕсем пурте пултарулăх çÿпçи çав тери пуян пулнине кăтартса панă. Конкурсантсен номерĕсене сумлă жюри хак панă. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Гран-прие Юламанти культура çурчĕн «Тивлет» ушкăнăн солисчĕ Петр Иванов (ертÿçи – Елизавета Федорова) тивĕçнĕ. Ытти вырăнсем çапла пайланнă:
1 вырăн – Василий Герасимов (Чуюнчă-Николаевка ялĕ) тата Валентина Наумова (Канчăлав ялĕ);
2 вырăн – Мария Ахмедьянова (Имай-Карамалы ялĕ), Нина Дмитриева (Чуюнчă-Николаевка ялĕ);
3 вырăн – Ольга Акпасова (Канчăлав ялĕ).
Çавăн пекех Людмила Кузьминапа Наталья Иванова (Канчăлав ялĕ), Нина Дмитриевапа Галина Петрова (Чуюнчă-Николаевка ялĕ) «Чи лайăх дуэт», Юламанти культура çуртĕнчен килнĕ вокал ушкăнĕ «Чи лайăх квартет» номинацисенче палăрнă. «Шăпчăксем» (Чуюнчă-Николаевка ялĕ, ертÿçи – Инна Петрова), «Мерчен» (Канчăлав ялĕ, Ольга Акпасова) тата «Тивлет» (Авăркас районĕ, Юламан ялĕ, Елизавета Федорова) «Чи лайăх фольклор ушкăнĕ» номинацисенче Дипломсене тивĕçнĕ.
«Юрă парне пултăр» чăваш юррин район фестивальне хутшăнакансен юрри-ташши пурне те лайăх та çĕкленÿллĕ кăмăл парнеленĕ.
Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.