

Чăн малтан вăл «Урпа сăри» ятпа сцена çине тухнă. 1997 çулта пултарулăх ушкăнĕ пуçласа «халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ. Çакăн хыççăн вăл «Ашкатар çăлкуçĕсем» ятпа çÿре пуçланă. Коллектив репертуарĕнче – вырăнти фольклор, çавăн пекех чăваш тата вырăс лирика юррисем.
Ял çыннисен сăмахĕсем тăрăх, «Ашкатар çăлкуçĕсем» Федоровка районĕн сăн-сăпачĕ шутланать. Ансамбль ĕç-хĕлне виçĕ-тăватă ăрури ашкатарсем, 6 çулхи ачасенчен пуçласа 83 çулхи асатте-асаннесем, хутшăнаççĕ. Пултарулăх ушкăнĕ – районти чи вăйлă коллективсенчен пĕри.
Чăваш халăх юрă-ташă ансамблĕ тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса темиçе хутчен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Ушкăн пайташĕсем Чăваш Республикине пĕрре мар çитсе куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Илемлĕ те вăйлă саслă артистсен çăлтăр сехечĕ 2022 çулта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от души» телекăларăмра хутшăннипе çыхăннă. 2024 çулта Ашкатар ялĕн çăлтăрĕсем «Привет, Андрей» телеперадачăн тĕпелĕнче пулнă.
Паянхи кун ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Сурпан ертсе пыракан чăваш ансамблĕ çак кунсенче «халăх» ята тăххăрмĕш хут хÿтĕленĕ. Смотр вăхăтĕнче ушкăн пайташĕсем «Хĕр тупри» кăтартса панă. Хÿтĕлев вăхăтĕнче 46 çын сцена çине тухнă. Çав шутра Марс Хайбуллин ертсе пыракан икĕ – «Пикесем» тата «Ашкадарские роднички» – ташă ушкăнĕ пулнă. Вăлах шăпăр каланă, Валерий Семенов купăспа кĕвĕ вылянă. ПР Культура министерствинчен килнĕ жюри пайташĕсем «Питĕ вăйлă!» тесе хак панă. Çапла майпа ашкатарсем пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Паллах, çакăнпа пĕрле яваплăх тата та ÿсет, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем пысăкланаççĕ. Сăмах май, çитес çул «Ашкатар çăлкуçĕсем» чăваш халăх юрă-ташă ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 45 çул, пуçласа «халăх» ята тивĕçнĕренпе 30 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленет.
Ирида НОВИКОВА.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.