Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура пурнăçĕ
13 Июлӗн , 04:00

«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»

Чăвашсем çĕршер çул тĕрĕк, финн-угр, вырăс халăхĕсем хушшинче пурăнсан та хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварма пултарнă. Пирĕн халăхăн историйĕ Атăлçи Пăлхар çĕрĕнчен пуçланать. Çакăнта чăвашсен тĕрлĕ цивилизаципе тĕнсен, культурисен тĕлĕнмелле çыхăнăвĕ пулса иртнĕ.

«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»

Вăл, паллах, пирĕн халăхăн йăли-йĕркине палăрмалла витĕм кÿнĕ. Пире хĕвел тухăçпа хĕвел анăç, ислампа православи тĕнĕсене çыхăнтармалли тивĕç уйăрнă тесе шутлатăп. Çак çыхăну хальхи вăхăтра та актуаллă. Çавăнпа та пирӗн тӗллев – авалхи тата хальхи еткерлӗхе пулас ăру валли упраса хăварасси.

2010 çулта Çтерлĕ хулинче «Эреш» фольклорпа театр студине йĕркеленĕ. Ăна пуçараканĕ тата илемлĕх ертÿçи Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕ Елизавета Иванова пулнă. Пĕрремĕш кăтартăва чăваш йăх-несĕлне халалланăччĕ. Мана режиссер пулма чĕнсе илчĕç. Çапла пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Ушкăна йĕркелес ĕçре йывăрлăхсем пулмарĕç. Республикăри пушкăрт культура колледжĕнче театр дисциплинисен преподавателĕ пулнă май опыт пуянччĕ, çавăнпа та чăваш халăх культурине тĕпчемелли фольклор ĕçне хавхаланса кÿлĕнтĕм. Ушкăн тĕрлĕ професси, статус çыннисенчен тăратчĕ. Студентсенчен пуçласа преподавательсем, служащисемпе рабочисем таран. Пире пурне те чăваш чĕлхи, пултарулăх ĕçĕ пĕрлештерчĕ. Студин пĕрремĕш пайташĕ нумай ача амăшĕ, мĕн пĕчĕкрен сцена çине тухнă Галина Григорьева (77 çулта) паянхи кун та пирĕнпе пĕрле. Алена Федорова баян класс техникумĕн выпускници юрланă чух чуна тыткăна илетчĕ. Зинаида Осипова хăйĕн сассипе залри çынсене хавхалантаратчĕ. Пирĕн фольклор студийĕ çынсен пултарулăх вăй-хăватне уçса хамăр культурăн патриочĕсене хатĕрлет. Ушкăн пайташĕсем хăйсен вăйне шанма пуçлаççĕ, пултарулăх ĕçне хăй тĕллĕн илсе пыма тăрăшаççĕ, уйрăм ушкăнсем йĕркелеççĕ, мероприятисем ирттереççĕ, тамада пулса ĕçлеççĕ.

Ахальтен мар пирĕн ушкăн «Эреш» ятлă. Эрешсем костюмсенче, юрăсенче тата чĕлхере те палăраççĕ. Эпир чăваш йăли-йĕркисене, юмах-халапĕсене тĕпчес, сыхласа хăварас ĕçе илсе пыратпăр, вĕсене сцена çинче кăтартатпăр.

Эпĕ фольклор ĕçне 2009 çултан илсе пыратăп. Фольклор – кашни халăхăн культура сийĕ, вăл «халăх ăс-хакăлĕ» тенине пĕлтерет. Ăна çынсем ĕмĕр-ĕмĕрĕпе пуçтараççĕ, вăл сăмах тата музыка урлă палăрать. Пирĕн репертуарта Пушкăртстанра сайра хутра çеç янăракан 30 халăх юрри пур. Вĕсем Чăваш Енре анлă сарăлнă. Вĕсене 2010 çултан юрлама пуçларăмăр. Çакă кăмăла çĕклет. Хамăр тăван кĕтес юррисене те манмастпăр. Музыка инструменчĕсĕр, баянсăр юрлатпăр. Килĕшрĕ, халĕ пире кура ыттисем те çавăн пек тума тăрăшаççĕ.

Фольклор – паянхи куншăн халăх çăлăнăçĕ, халăх культурине кăтартмалли лайăх мел. Çынсем йăла-йĕркене сăнлакан уявсене юратаççĕ. Пирĕн ушкăн хула, республика шайĕнчи культура мероприятийĕсене хутшăнать, чăваш хĕрарăмĕн ĕçлĕ пурнăçĕпе çыхăннă мастер-классем, студентсемпе хĕрсен лармисене йĕркелетпĕр, çемье йăли-йĕркисене ирттеретпĕр, конкурссемпе фестивальсене хутшăнатпăр. Фольклор çамрăк ăрăва воспитани парать: аттепе аннене, аслисене хисеплеме, тăвансемпе çывăх çынсене хаклама, юратма вĕрентет.

«Эреш» ушкăн йĕркеленнĕренпе 15 çул çитрĕ. Çак çулсенче çут çанталăк панă хитре саслă, вокал ăсталăхне юратакан пултаруллă çынсемпе ĕçлесе пуян опыт пухрăмăр. Раиса Кузьмина хăй сассине итлесе, тимлесе юрлать, Вера Степанован сасси çепĕç те ачаш илтĕнет.

«Эреш» фольклорпа театр студийĕн илемлĕх ертÿçи яваплă та ĕçчен Анна Владимировна Яковлева шутланать. Вăл юрăсене суйласа илет, сасăсене майлаштарать, ушкăнпа репетицисем ирттерет.Унăн хăйĕн те сасси вăйлă. Пирĕн хушăра музыка пĕлĕвĕ илнĕ çын çук, пурте хамăр тĕллĕн вĕренетпĕр. Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, сăмах, эреш. Пирĕн юрăсен кĕввине кăлкан хумханăвĕ, ирĕкри çил сасси, тăрă çăлкуçсем шăнкăртатни кĕнĕ. Юрă сăмахĕсем туслăх, юрату, шанчăклăх çинчен. Ирĕксĕрех чăвашсене çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн халалĕнчи сăмахсем пуçа кĕреççĕ: «Мирлĕ ĕç вăйне ĕненĕр, ăна юратăр. Пĕчĕк ĕçе те чăтăмлăн та юратса тăвăр. Кукăр-макăр тата çаврăнăç çулсенчен сыхланăр: таса мар мелсемпе тунă çитĕнÿсем çирĕп мар, вĕсем вăхăтлăха çеç».

Эпир Иван Яковлевич Яковлевăн халалне малалла тăсатпăр. Ăçта пурăнсан та хамăр культурăна сыхлатпăр. «Эреш» студи йăла-йĕркесене сыхласа халăх юррисене юрлать.

Пирĕн çитĕнÿсем сахал мар. Ушкăн 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Эрĕнпур хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи конкурсра 1 степень лауреачĕ, 2026 çулхи апрель уйăхĕнче Ĕпхÿри «Шанчăк çыранĕсем» («Берега Надежды») фестивалĕн зонăри тапхăрне, унтан асăннă фестивалĕн июнь уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ финала хутшăнса 1 степень лауреачĕ пулса тăчĕ. «Эреш» пайташĕсем Пушкăртстан чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç. Эпир пĕчĕк ĕçе чăнахах та чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр.

Нина КОБЦЕВА.
Çтерлĕ хули.

«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас