

Чăваш артисчĕсем куракансемпе пĕрремĕш тĕлпулăва Шаран салинче йĕркелеççĕ. Ун хыççăн вĕсем Миякипе Пишпÿлек, Кармаскалăпа Авăркас, Чекмагушпа Федоровка, Çтерлĕ районĕсене, Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Пелепей хулисене çитĕç. Паянхи номерте сире, хисеплĕ вулакансем, гастроль маршручĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
– октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕ – Шаран сали, Пролетарская урам, 2-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 22-мĕшĕ – Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çурчĕ;
– 23-мĕшĕ – Пишпÿлек сали, Советская урам, 25-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 24-мĕшĕ – Кармаскалă сали, Садовая урам, 25/1-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 25-мĕшĕ – Толбазă сали, Ленин урамĕ, 113-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 26-мĕшĕ – Пелепей хули, Амиров урамĕ, 10-мĕш çурт, Тĕп культура керменĕ;
– 27-мĕшĕ – Ĕпхÿ хули, Машина тăвакансен урамĕ, 10/1-мĕш çурт, УМПО культура керменĕ;
– 28-мĕшĕ – Çтерлĕ хули, Социалистическая урамĕ, 5-мĕш çурт, Çтерлĕри политехника колледжĕн акт залĕ;
– 29-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ клуб;
– 30-мĕшĕ – Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕнчи культура çурчĕ;
– 31-мĕшĕ – Федоровка районĕ, Урал ялĕнчи культура çурчĕ;
– ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕнчи культура çурчĕ.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, кану каçĕ кăмăллă та усăллă иртмелле пултăр.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-960-300-22-43.