Иртнĕ çул сентябрь уйăхĕнче, пандеми хăрушлăхĕнчен шикленмесĕр, çав вăхăтрах санитари нормисене пăхăнса, ямансассем ялти шкул музейĕ çумĕнче «Эткер» чăваш наци культура центрне уçнă. Халĕ унта чăваш тĕнчипе çыхăннă пулăмсемпе япаласене курса савăнмалли çителĕклех.
Уяв кунĕнче чăн малтан хуçасем сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, халăх йăли-йĕркипе вăйă картине тăрса юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Ун хыççăн пухăннă халăх вырăнти «Палан» чăваш халăх ансамблĕн (ертÿçи – Людмила Кудрявцева) тата районти чăваш ялĕсенчи (Усăллă, Чуртан, Косяковка, Айгуль) хăйпултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕпе паллашнă.
Мероприяти вăхăтĕнче уява килнисене Подлесное ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Инна Маркелова, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Рима Нигматуллина, культура управлени ертÿçин çумĕ Ирина Синебухова, ПР чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн председателĕ Федор Кузьмин, район Канаш депутачĕ Денис Бабнищев саламланă. Федор Васильевич хамăр халăхăн хăйне евĕр йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн Виталий Егоров, Людмила Кудрявцева, Елена Маркелова (Ямансас ялĕ), Ольга Патраева (Усăллă) чăваш хастарĕсене Хисеп хучĕсем парса чысланă.
Ун хыççăн хăнасем «Эткер» чăваш наци центрĕпе, кунти музейри экспонатсемпе паллашнă. Виçĕ пÿлĕмрен тăракан музей тăрăх хăнасене шкул ачисем илсе çÿренĕ. Вĕсем кашни кĕтес çинчен (кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, чăвашсен паллă çыннисене халалланă вырăнсем тата чăваш çурчĕ пур) тĕплĕн каласа панă.
Уявăн тепĕр саманчĕ те асра юлмалла. Центр çумĕнче пилеш аллейи йĕркеленĕ, çав тĕллевпе пухăннă халăх 16 тĕп пилеш тĕмĕсем лартса хăварнă. Çак пулăм та малашлăхшăн тунă сăваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ районĕ,
Ямансас ялĕ.