Марье: Çапла‚ çапла çав‚ Тарье кума‚ темĕнле пурнăç ку капла: кунсем иртни те сисĕнмест‚ халь кăна ир пулнăччĕ‚ акă‚ пăхсан‚ каç та пулса килет. Çаплах‚ хамăр та халь кăна тантăш хĕрсемччĕ‚ акă ĕнтĕ иксĕмĕр те асаннесем. Манăн та , санăн та‚ ав‚ виçшер мăнук. (Сехет çине пăхса) Шкултан вĕсем паçăрах тухнă ĕнтĕ‚ халех килсе çитмелле.
Сцена хыçĕнче шăв-шав илтĕнет‚ ачасен сассисем: «Не трогай!»‚ «А вот я тебя...»‚ «Бабушке расскажу!»
Çав хушăра пÿлĕме виçĕ ача чупса кĕреççĕ:
Пĕрремĕш ача: Ба‚ привет! Я так есть хочу!
Иккĕмĕш ача: И я! И я!
Ачасем Марьене асăрхаса: Здравствуйте.
Рюкзакĕсене лăп-лап хурса‚ сĕтел хушшине лараççĕ те телефонĕсене кăларса выляма пуçлаççĕ‚ асламăшне хыпалантарса‚ пуçĕсене телефонсенчен çĕклемесĕр:
Пĕрремĕш мăнукĕ: Бабуль‚ мне скорее чаю налей‚ меня подружки ждут!
Иккĕмĕш мăнукĕ: Я тоже тороплюсь‚ ба‚ мне тоже только чаю!
Виççĕмĕш мăнукĕ: А мне супчику погуще.
Асламăшĕ (ун-кун чупкаласа): Халех‚ халех. Сиччас‚ сиччас!
Марье (тĕлĕнсе): Ку сан мăнукусем‚ мĕн‚ чăвашла манса кайнă-им‚ е пĕлмен те-и? Ялтах çуралса ÿсрĕç-иç. Калаçăвĕ пĕтĕмпех вырăсла. Капла чăваш чĕлхи манăçа юлать вĕт! Чăвашсем те юлмĕç çĕр çинче.
Тарье (мăнукĕсене хÿтĕлесе): Çук-çук‚ кума‚ ман мăнуксем чăвашла манаканнисем пулмĕç-ха вĕсем: чăвашла сăввисене те вулаççĕ‚ чăваш юррисене те юрлаççĕ‚ чăваш ташшине те ташласа савăнтараççĕ. Атя-ха‚ Яна мăнукăм‚ ташласа кăтарт пире леш ташшуна!
(Яночка чăваш ташшине ташлать).
Тарье: Маттур‚ маттур‚ мăнукăм. Пит селĕм курăнать-çке ташши! Эсĕ вара‚ Элиза‚ хăвăн халь вĕренекен юптаруна вуласа пар-ха!
Марье (мăкăртатать): Ячĕсем те тата темле чăвашла мар...
Элиза: Я же‚ бабушка‚ басню эту не доучила...
Асламăшĕ: Юрĕ‚ юрĕ‚ мĕн чухлĕ вĕреннĕ‚ çавăн чухлĕ кала. Мана тантăшăм умĕнче намăса ан кĕрт ĕнтĕ.
Элиза: Ладно уж‚ постараюсь ради тебя‚ бабуль (Александр Кăлкан çырнă «Хăравçă мулкач» юптарăва питех те хавхаланса вуласа парать‚ вырăн-вырăн такăнкалать).
Тарье (мăнаçланса): Кумма‚ кур-ха ĕнтĕ‚ епле лайăх пуплет манăн мăнукăм‚ чăн-чăн чăваш пуплевĕ! Ярослав‚ мăнукăм‚ Марье кинемÿне хайхи хитре чăваш юррине юрласа кăтарт-ха!
(Ярослав юрлать).
Ачасем çав вăхăтра телефонĕсене пĕрре те аллисенчен ямаççĕ‚ выляççĕ те çиеççĕ‚ пĕр-пĕрин пултарулăхне хак параççĕ.
Асламăшĕ Ярослава: Мăлатис‚ мăлатис (çупăрлать).
Ачасем çисе тăранса: «Бабуль‚ пока!»‚ «Ба‚ пока!»‚ «Бабушка‚ я скоро!»
Асламăшне апатшăн тав туса тухса каяççĕ. Телефонĕсене хăйсемпе илеççĕ.
Тарье: Чипер çÿрĕр‚ чĕппĕмсем! Марье кума‚ атя-ха‚ ĕнтĕ эпир те сĕтел хушшине ларар‚ чей ĕçер. Ĕшентерсех ячĕç ку мăнукăмсем мана.
Марье: Санăн мăнукун юптарăвĕнчи пек каласан:
«Тунмастăп‚ эп те хăш чухне
Ларап та ноутбук умне
Интернетне уçса ярса
Манатăп пĕтĕм тĕнчене».
Тарьепе Марье кулса яраççĕ.
Тарье: Эсĕ сăвăласах калаçа пуçларăн.
Марье: Ăнсăртран тухса кайрĕ-ха ку. Чăн-чăн поэт каланине астусан вара «Чăваш вăл пулнă‚ пур‚ пулатпăр». Чăвашăн сăвви-юрри интернетĕнче те янраса тăрать‚ шкулта та тăван чĕлхе урокĕсем вĕрентÿ планĕнчен тухса ÿкмен-ха. Çакна çирĕплетсе‚ атя-ха пĕр-ик çаврăм юрă юрласа илер‚ пирĕн уяв вĕт-ха ыран.
Юрла пуçлаççĕ. Çав вăхăтра алăк шаккаса хĕр ача кĕрсе тăрать.
Хĕр ача: Кĕме юрать-и? Сывлăх сунатăп‚ Тарье кинеми. Асанне‚ эпĕ сана шыраса хăшкăлтăм‚ аттепе анне таврăнчĕç те сана кăнтăр апачĕ тума кĕтеççĕ. Атя‚ асанне‚ эсĕ тумланма пуçла‚ эпĕ Тарье кинемине сĕтел пуçтарма пулăшăп.
Сывă пулăр‚ тепре куриччен (пĕр-пĕринпе сывпуллашаççĕ).
Тарье: Епле кăмăллă илтĕнет: «Асанне»‚ «Сывлăх сунатăп»‚ «Сывă пулăр»‚ нимĕнле «Ба» та‚ «Ма» та‚ «Пока-чао» та мар.
Сĕтел хушшинче шухăша кайса ларать.
Чаршав.
Альбина ВАРЛАМОВА. Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.