Ытармалла мар пирĕн тăван тавралăх – Пушкăртстан çĕрĕ çинче вырнаçнă Мияки районĕ. Кашни вырăн хăйне майлă илемлĕ. Çут çанталăк хăй пуянлăхĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет: çулăн пĕр енчен сăрт-тусем сарăлса выртаççĕ пулсан, тепĕр енчен – анлă та вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсем. Ращасемпе вăрмансене пăхса ытараймăн. Пирĕн района хăнасем ăçтан кăна килмеççĕ пулĕ. Кайма вăхăт çитсессен хавхалануллă кăмăл-туйăмпа сывпуллашаççĕ. Кăшт вăхăт иртсен çут çанталăк илемĕпе, хăйне евĕрлĕхпе киленме татах та килеççĕ. Хама çак пуян историллĕ, пултаруллă пушкăрт поэчĕн, XIX ĕмĕрти çутта кăларакан Мифтахетдин Акмуллан тăван кĕтесĕнче, сăваплă Мияки çĕрĕ çинче, çуралма шăпа пÿрнĕшĕн питĕ мăнаçланатăп.
Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕ – манăн тăван тавралăх историйĕшĕн паллă дата. Çак кун пушкăрт халăхĕн пултаруллă ывăлĕ Мифтахетдин Камалетдинович Камалетдинов çут тĕнчене килнĕ. Халăхра ăна Акмулла тесе чĕннĕ. Тĕрĕк чĕлхинчен куçарсан Акмулла тени «шурă, таса мулла» тенине пĕлтерет. Çак ята вăл тÿрĕ те таса чунлă пулнăшăн тивĕçнĕ. Кăçал М.Акмулла çуралнăранпа 190 çул çитет.
Пулас поэт 1931 çул Мияки тăрăхĕнчи Туксанбаево ялĕнчи мулла çемйинче çуралнă. Пĕчĕк ял Пушкăртстан Республикинчи (вăл вăхăтра Эрĕнпур кĕпĕрнине кĕнĕ) Тим юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Малтан арçын ача тăван ялĕнче, унтан Менеузтамак, Асяново, Çтерлĕпуç ялĕсенче хутла вĕреннĕ. Вăл пĕлĕвне хăй тĕллĕн нумай тарăнлатнă, тутар, пушкăрт, казах чĕлхисене лайăх пĕлнĕ.
Каникул вăхăтĕнче Мифтахетдин ашшĕ-амăш килĕнче пурăннă, аслисене хуçалăхра пулăшнă. Часах арçын ача Эрĕнпур хулине, унтан инçетри Урал леш енне тухса кайнă. Троицк хулине çитсе медресе студенчĕ (шакирд) пулса тăнă. Унта Мифтахетдин пĕлĕвне малалла тăснă, çуллахи вăхăтра халăха хутла вĕрентес тесе Казахстан çеçен хирĕсем тăрăх туха-туха кайнă. Акмулла ачасене вĕрентнĕ. Вĕсене хăйсем калаçакан чĕлхепе пĕлÿ пама тăрăшнă. Çапла майпа вăл хăйне пурăнмалăх укçа-тенкĕ тунă. Ялтан яла çÿресе тĕрлĕ алă ĕçĕсене, столяр ĕçне хăнăхнă, ачасене çырма, вулама тата ансат наукăсене вĕрентнĕ. Ĕç хатĕрĕсене, кĕнекисене тата хăш-пĕр ал çырăвĕсене хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ.
Акмуллан чи юратнă киленĕçĕ поэзи пулнă. Сăвăсем пысăк тупăш памаççĕ пулсан та. Вăл ахаль çынсене, чухăнсене юратнă. Вĕсен йывăр пурнăçне хăйне евĕр пултарулăхĕпе илем кÿме тăрăшнă. Ахаль çынсен нушисемпе инкекĕсем çинче пуйса пурăнакан çĕр хуçисене хирĕç çĕкленме чĕннĕ. Хăйĕн сочиненийĕсене Акмулла сайра хутра çеç хут çине çырса хунă. Вăл вĕсене халăх пуянлăхĕ тесе шутланă, çавăнпа та хăй асĕнче упранă. Илемлĕ те чуна пырса тивмелле сăвăсене çÿренĕ çĕртех шутласа кăларма, халăх умĕнче илемлĕ вулама пултарнă.
Акмуллан пурнăçĕ çăмăл пулман. Патша çарĕнче служба иртессинчен пăрăнса юлнăшăн вăл тĕрмене лекнĕ. Тăван ашшĕ килне таврăнсан унпа пĕр чĕлхе тупайман. Тунсăх пуснипе тата хăйне вырăн тупайманнипе Мифтахетдин ашшĕн лашине илнĕ те куçĕ ăçта курать, çавăнта тухса кайнă. Çакăн хыççăн ăна çынсем тăтăшах Пушкăртстанăн кăнтăр енче куркаланă.
Урал, Шуратăл, Миасс юхан шывĕсем хĕрринчи пушкăрт ялĕсем, Казахстан çеçен хирĕсем тăрăх çÿренĕ. Çуркунне тата çулла сабантуйсенче паллă сăмах ăстисемпе илемлĕ хайлавсем вулас енĕпе тупăшнă. Кашнинчех ентешĕсене хăйсен шухăш-кăмăлне хÿтĕлеме, хастар пулма вĕрентнĕ. Хутла пĕлмен çынсене вĕреннин усси пурри çинчен каласа ăнлантарма тăрăшнă.
Мифтахетдин Акмуллан пирĕн пата çитнĕ еткерĕн калăпăшĕ пысăках мар. Унăн çутă та хавхалануллă сăввисем çунатланса тенĕ пек пĕр çĕртрен тепĕр çĕре çитнĕ. Хăшĕ-пĕри паян кун та упранса юлнă.
Мана поэт хăйĕн тăван чĕлхипе çырнă сăвăсемпе паллашма май çукки пăшăрхантарать. Эпĕ Айдар Хусаиновăн, Газим Шафиковăн куçарăвĕсемпе паллашрăм. Уйрăмах «Башкиры, всем нам нужно просвещение!» текен йĕркесене хавхаланса вулатăп. Кашни йĕркинче тăван халăха, тавралăха юратни палăрать. Сăвăсем пушкăрт халăхне вĕренме, çутта тухма чĕнсе калаççĕ. Çыншăн хутла пĕлни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне çеç чăн-чăн çитĕнÿсем, тĕлĕнтермĕшсем, самолетсем, карапсем тума май пур. Вĕсем пирки тĕрлĕ вăхăтри поэтсем ĕмĕтленнĕ. Çак йĕркесем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Çакă мар-и пурнăçăн тĕп тĕшши?
Маншăн Акмулла – вĕрентекенĕн çутă та ырă сăнарĕ. Ахаль вĕрентекенĕн çеç мар, пĕрремĕш учителĕн. Вăл çырма-вулама çеç мар, чи малтан пурнăçа вĕрентнĕ. Лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен çын мĕнле пулмаллине каласа ăнлантарнă. Çакă 190 çул каялла та, паянхи куншăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни çыннăн кирек епле лару-тăрура та тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ, чăтăмлă пулмалла. Мĕншĕн тесен чăтăмлă çын çеç лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарать.
Акмулла ырă та чаплă пурнăç пурăнса ирттернĕ. Унăн кун-çулĕнче пултарулăх çулĕ халăха ырă тăвассипе, вĕсене çутта кăларассипе çыхăннă. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, Акмулла вĕрентнисене асра тытса малашлăха çирĕппĕн утмалла.
Ангелина ЕФРЕМОВА, 5-мĕш класс вĕренекенĕ. Наука ертÿçи –
Вероника ЛЕОНТЬЕВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.