Шел пулин те, иртнĕ çулхине кăшăлвирус пандемине пула ăна йĕркелеме май килмен. Уява хулари Чăваш культура центрĕпе «Чăваш наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци йĕркеленĕ. Вĕренÿре палăрнă, шкулсемпе гимназисен общество пурнăçне хастар хутшăннă ачасене савăнăçлă программăпа савăнтарнă, Хĕл Мучи парнисемпе хавхалантарнă. Çĕнĕ çул елкине Ярмулайпа Слакпуç тата Метевпуç шкулĕсенче, пушкăрт тата чăваш гимназийĕсенче вĕренекен 40 ытла ача хутшăннă.
«Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн ĕçченĕсем юмахри сăнарсем (Хĕл Мучи – А.Абдуллов, Юр Пике – Е.Тимофеева, юр кĕлетки – М.Багадерова, кикимора – В.Яковлева, тухатмăш карчăкĕ – Н.Никитина, тилĕ – А.Умерова) пулса сцена çинче чăн-чăн çĕнĕ çул асамлăхĕ тунă – Хĕл Мучие тухатланă, парнесене асамлăхран хăтарнă, ачасемпе пĕрле Çĕнĕ çул юррисем юрланă, ташланă тата вылянă.
«Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ ачасем валли пылак парнесем туянма пулăшнăшăн хулари чăваш наципе культура автономийĕн председательне В.М. Яковлева тата И.И. Горбачевская уйрăм предпринимателе тав тăвать.
Çĕнĕ çул праçникĕ ачасемпе аслисемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ, чи асамлă тата асран кайми уяв шутланать. Тигр çулĕнче пурне те çирĕп сывлăх, пултарулăх анинче ăнăçу, кăсăк плансемпе шухăшсене пурнăçа кĕртме сунатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей хули.