Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Кӑрлач 2022, 11:53

Ĕçлеме те, савăнма та пĕлмелле

Çĕнĕ çулти хаçатăн пĕрремĕш номерне редакцие хыçа юлнă 2021 çулта килнĕ кăмăллă çыруран пуçлас терĕмĕр.

Ĕçлеме те, савăнма та пĕлмелле
Ĕçлеме те, савăнма та пĕлмелле

«Хаклă тус-тăвансем! Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ тата чăваш культура обществи «Тĕлпулу» кафере Çĕнĕ çул каçĕ йĕркелесе ирттернĕренпе эрне иртсе кайрĕ, çапах та çав каç манăçа тухмасть. Вăл пире, Çтерлĕ районĕнчи Ямансасри «Палан» ансамбле çÿрекенсене, питĕ те килĕшрĕ, чылайччен асра юлĕ.
Шÿтлĕ вăйă-кулăсем, Тигр çулне халалланă викторина, чăваш юрри-ташши, чĕререн тухакан ăшă салам сăмахĕсем уяв программине илемлетрĕç çеç мар, канма пухăннă чăваш хастарĕсен кăмăлне (вĕсем 30 çын ытлаччĕ пулмалла) çĕклерĕç. Кунта уяв каçне ертсе пыракан Ольга Иванован пултарулăхĕпе хастарлăхне палăртса хăвармалла. Тулли те пуян кĕрекешĕн уçă кăмăллă кафе хуçине Алевтина Витальевна Петрована тав тумалла. Хĕл Мучипе Юр пикене курса ача чухнехи пек савăнтăмăр. Пирĕн тахçанах çак илемлĕ кафере пултаруллă чăвашсемпе тĕл пулса паллашма кăмăл пурччĕ, пĕрле савăнса уяв ирттерме ĕмĕтленнĕччĕ. Тинех çак ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Уява йĕркелекенсене пуриншĕн те тав.
Çĕнĕ çулта пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса юрату, татулăх сунатпăр. Малашне те тĕлпулусем пуласса шанатпăр», – тесе вĕçленĕ çырăва «Палан» ушкăн хастарĕсем.
Чăн та, кивĕ çулпа сывпуллашса çĕннине ярса пуснă май ыррипе лайăххи çеç асра юлтăр. Мăн асаттесемпе асаннесем каланă евĕр çакăн пек савăнса кулни пире кулленхи ĕçре хавхалантартăр, чăвашсен пĕрлĕхне пĕр чăмăра пухса йышпа вăл е ку ыйтăва килĕшÿпе татса пама пулăштăр. Çакă пĕтĕмпех хамăртан килет.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: