Унта «Ĕмĕр сакки сарлака» роман авторĕн кĕçĕн ывăлĕ Альберт Никифорович Мораньковпа унăн икĕ мăнукĕ пурччĕ. Вĕсем пире хăйсем патне вăхăт тупса Хусана пыма йыхравланăччĕ тата паллă çыравçăн алçырăвĕсемпе паллаштарма шантарнăччĕ.
Тепĕр çул эпир Иван Васильевичпа пĕрле вĕсем патĕнче Хусанта пултăмăр. Çавăнта Н.Мраньккан пиншер питлĕ алçырăвĕсене куртăмăр, хăш-пĕр хутсемпе документсене пăхса тухрăмăр. Çак алçырусене тăванĕсем Шупашкарти архива вырнаçтарас пирки калаçрĕç.
Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче пире, виçсĕмĕре, Куславккара тепре пулма тÿр килчĕ. Хальхинче сăлтавĕ Н.Мранькка 120 çул тултарнине халалланă уявпа çыхăннăччĕ. Юбилей вăхăтĕнче Чăваш Енри Профессиллĕ писательсен союзĕн ертÿçипе Лидия Филипповапа чаплă çыравçăн алçырăвĕсене Шупашкарти архива вырнаçтарасси пирки те калаçу пулчĕ.
Декабрь уйăхĕнче эпир Шупашкара çăмăл машинăпа кайса килме палăртнăччĕ. Çула тухиччен Н.Мраньккан мăнукĕпе, Наталья Альбертовнăпа, çыхăнса калаçрăмăр. Вăл пире Л.И.Филиппова çыравçăн хут-хурисене Шупашкарти Чăваш патшалăхĕн истори архивне вырнаçтарма калаçса килĕшнине хыпарларĕ. Çула май вара эпир, архив ертÿçин çумĕн килĕшĕвĕпе, çак хутсемпе сăнÿкерчĕксене, документсене Хусантан Шупашкара леçес терĕмĕр.
Хусанта писатель мăнукĕ Наталья Альбертовна пире çыравçăн вырăсла çырнă «Потрясение сехмета» романăн алçырăвне кăтартрĕ. Пуçра çакă «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн вырăсла куçарнă пĕр пайĕ мар-ши текен шухăш çуралчĕ. Шупашкара çитсен эпир çыравçăн алçырăвĕсен шăпине Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн çĕнĕ ертÿçипе Улькка Эльменпе тата унти пай пуçлăхĕпе С.Д. Гордеевапа, Наци библиотекинчи Г.П. Соловьевапа тĕл пулса сÿтсе яврăмăр.
Чăваш халăхĕн паллă писателĕн пуян эткерне Чăваш патшалăхĕн истори архивĕ (Шупашкар, Ленин урамĕ, 16 В çурт) йышăнчĕ. Малашне Н.Мраньккан архиври алçырăвĕсене хастар тĕпчевçĕсем тĕплĕн тишкерессе шанас килет...
Ярухха ВИТТИ.
Çтерлĕ хули.