+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак чаплă уявран кĕтет-çке
Пиртен кашнийĕ çĕнĕ ыррине.
Çĕн шанчăкпа ĕмĕтленет-çке,
Вăл савăнăç илсе килессине!
Кив телее алран ямасăр
Çĕн телее кĕтсе илме пĕлер.
Мĕн палăртнийĕ пурнăçлантăр,
Çĕн вăй та сывлăх кашнине пиллер.
Ах, пирĕн чунсенче-çке мĕн-тĕр
Ачалăх тĕнчинчен юлнийĕ пур:
Эс çамрăк-и, е ватă пурпĕр
Пирте Асамлăха… шаннийĕ пур!
Асамлă юмахра кашнийĕ
Çулталăкра эпир пĕр кун.
Пулсан та… ĕмĕт çеç юмах тĕнчийĕ,
Çунат хуштартăрччĕ сана вăл, Чун!
Çын ĕмĕтсĕр - çунатсăр кайăк
Пурнасчĕ ĕмĕт-шанчăкпа ялан.
Умра – Тур панă çĕн çулталăк,
Шанса кĕтсе илер ăна паян!
Зинаида СЕМЕНОВА.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.