Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Кӑрлач 2022, 11:03

Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать

Музейсем пирĕн асăнупа истори пухмачĕ шутланаççĕ. Кунта тĕрлĕ ăрури çынсем çинчен информаци, халăх йăли-йĕркисем, вăрçăри тата кулленхи ĕç хатĕрĕсем упранаççĕ. Усăллă ял историйĕ, унăн çыннисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсем валли ял библиотекинче тĕрлĕ экспонатсемпе пуян музей пур.

Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать

Ял историне упракан музей тăвас шухăш 2010 çулта çуралчĕ. Вулавăшра ĕçлекенĕ май эпĕ пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек, авалхи япаласене пуçтарма тытăнтăм. Аттепе аннен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕ çинчен калакан планшет сыхланса юлнăччĕ. Чăннипе каласан, асăннă япала мана музей йĕркелеме хистерĕ те. «Вулавăш – ял историйĕн сăпки» («Библиотека – колыбель истори села») ытарлă йыхравпа усă курса музей валли информаципе экспонатсем пухма тытăнтăм. Музей хăйĕн ĕçне кивĕ шкул çуртĕнче 2015 çулта пуçларĕ.
Музейра экскурси ирттернĕ май ачасене тăван кĕтесĕн хисеплĕ çыннисемпе, мăн асатте-асаннесен кун-çулĕпе паллаштаратăп. Вĕсем авалхи япаласем çинчен пĕлÿ илеççĕ, хăйсен аллисемпе тытса пăхаççĕ. Ачасем йывăçран тунă савăт-сапапа усă курнă, пир-авăр тĕртсе çĕленĕ тумтир тăхăннă, сăпайлă та ансат пурнăç вăхăтĕнче «пулса кураççĕ». Экспонатсем пирĕн асатте-асаннесем мĕнле ĕçсем тунине, кулленхи пурнăçра епле япаласемпе усă курни çинчен каласа параççĕ. Çавăн пекех музейра ачасем чăваш халăх йăли-йĕркисемпе паллашаççĕ. Экскурси вĕçленеспе чăваш халăх тумне тăхăнса фотосесси ирттереççĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнчи экспонатсен пÿлĕмĕ те пур кунта.
Кашни çыннăн çуралса ÿснĕ чуна çывăх вырăнĕ пур. Шăпа пÿрнипе таçти аякри вырăна кайса вырнаçсан та тăван кĕтес куçа курăнман вăйĕпе хăй патне туртать. Çак вырăна пĕчĕк Тăван çĕршыв теççĕ. Усăллă ялĕнче çуралса ÿснĕ çынсем музейра пулса курнă хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлĕ çинчен çырса хăвараççĕ. Сăмахран, Светлана Мелкоедова çапла палăртнă: «Пысăк тав Ольга Серафимовнăна хăйĕн ĕçне пĕтĕм чун-чĕререн, юратса пурнăçланăшăн. Манăн анне Усăллă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Музейра пулни чуна пырса тиврĕ, кăмăла хумхантарса ячĕ. Хама аннен ачалăхне лекнĕ пек туйрăм. Унăн Тăван çĕршывĕнче пулса курни усăллă пулчĕ. Тавтапуç сире, эсир пурришĕн!»
Музей уйрăм çынсем, «Авангард» ООО ял хуçалăх предприятийĕ пулăшнипе хăй ĕçне пурнăçлать. Авалхи тата совет влаçĕ вăхăтĕнчи япаласене музея илсе килекенсене пысăк тав тăвасшăн. Пĕрисем кивĕ çурта сÿтнĕ чух авалхи япалана асăрхаççĕ, теприсем чăланта тирпейленĕ чух кăсăк экспонат тупаççĕ. Вĕсем хушшинче килĕсенче аслашшĕ-асламăшĕнчен юлнă пурлăха ятарласа типтерлĕ сыхлакансем те пур. Кашни япала хăй историне упрать, унпа пĕр-пĕр çыннăн пурнăçĕ тачă çыхăннă-çке! Пурне те çак хаклă пуянлăха музейра упрама шанса панăшăн тав тăватăп.
Нумай пулмасть хĕллехи каникул вăхăтĕнче асăннă музейра Верхние Услы, Чуртан, Дергачевка ялĕсенчи шкул вĕренекенĕсем пулса курчĕç. Ачасем хăйсемшĕн чылай çĕннине, кăсăккине ăша хыврĕç пулĕ тетĕп.
Музея Чулхуларан (Нижний Новгород) А.В. Харлов доцент, музыка теорин кафедра заведующийĕ, искусствоведени кандидачĕ ертсе пыракан этнографи экспедицийĕ те çитсе курчĕ. Вĕсем Çтерлĕ районĕнчи ялсен историйĕ, халăхсен культури, йăли-йĕрки, юрри-ташши, халап-юмахĕ çинчен материал пухса электронлă кĕнеке кăларас тĕллевпе килсе çитнĕ.
Музей малалла та çĕнĕ экспонатсемпе пуянланасса шанатăп. Пырса курас текенсене хапăл туса кĕтетпĕр.
Ольга ПАТРАЕВА,
вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Кунта аваллăх сывлăшĕ хуçаланать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: