Карач – Ухсай Яккăвĕн мăшăрĕн, паллă чăваш çыравçин Мария Ухсайăн, тăван ялĕ. Якку пичче хăйĕн нумай хайлавĕсене çак ялта çырнă, çав шутра «Тутимĕр» трагедипе «Кĕлпук мучи» поэмăна та.
Сăвăç юбилейне халалласа ял библиотекинче, «Яков тата Мария Ухсайсен» музейĕнче «Чăваш халăх юрăçи» литература каçĕ иртнĕ. Библиотекăна Ухсай пултарулăхне юратакансем пуçтарăннă, сăвăçăн аслă хĕрĕ Ольга Яковлевна Ухсай килсе çитнĕ. Музей Ухсайăн «Шуйттан чури» произведенийĕн тепĕр планшечĕпе пуянланнă. «Шуйттан чурине» лартнă режиссер, чăваш халăх артистки Н.А. Сергеева музее хăй алă пуснă буклет парнеленĕ. Ольга Яковлевна ашшĕ-амăшĕ çинчен аса илнисене каласа панă.
Кану каçĕ пуриншĕн те интереслĕ иртнĕ. Мĕншĕн тесен мероприятие пуçтарăннисенчен нумайăшĕ çав вăхăтра пурăннă, поэта курнă çынсем. Карач ялĕнчи З.Семенова Яков Ухсай çинчен ăшшăн аса илсе каласа панă. Литература каçĕнче поэтăн «Ачалăхри çăлтăрăм», «Кĕлпук мучи» поэмăри сыпăксене илемлĕн вуланă. Карачри культура çурчĕн ертÿçи Л.Краскова чăваш халăх поэчĕн мăшăрне М.Д. Ухсая халалланă сăввисене пысăк туйăмпа вуласа панă.
Çĕр поэтне халалланă мероприяти кăпăшка кукăльсемпе чей ĕçнипе, «Кÿршĕ каччи», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» тата ытти юрăсем юрланипе вĕçленнĕ. Паллах, кун пек чухне аса илÿ авăрне путнă май, кăмăла уçса калаçмалли те çителĕклех пулнă. Карач ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Елена Плотникова Ольга Яковлевнăна литература каçне хутшăннăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх суннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Чăваш Ен,
Куславкка районĕ.