Пур хыпар та
Культура
26 Кӑрлач , 11:27

Ăслăлăх форумĕ тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ

Çак кунсенче Пушкăртстанра икĕ чĕлхепе (пушкăртла тата вырăсла) тухса тăракан самай хулăн «Ватандаш» обществăпа политика, наукăпа илемлĕ литература журналĕ 25 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа Ĕпхÿре «Торатау» конгресс-холра «Пушкăртстанри наци пичетĕнче йăлана кĕнĕ культурăна тата тăван чĕлхене упраса хăварас ыйтусем» темăпа конференци иртрĕ.

Ăслăлăх форумĕ  тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ
Ăслăлăх форумĕ тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ

Форум çÿллĕ шайра иртнине ăна ăçта йĕркелени çеç мар, унта камсем тухса калаçни те çирĕплетет. Сăмахран, «Ватандаш» журнал редакцин ĕçченĕсене чаплă юбилей ячĕпе ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Азат Бадранов (аялти сăн ÿкерчĕкре), республикăри Пичет агентствин ертÿçи Максим Ульчев, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕн ĕçтăвком председателĕ Юлдаш Юсупов, регионти Журналистсен союзĕ тата ыттисем саламларĕç.
Конференцинче тухса калаçакансен хушшинче ПР Наукăсен академийĕн академикĕ Гиният Кунафин, Истори, чĕлхе тата литература институчĕн директорĕ Зугура Рахматуллина философи наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх университечĕн доценчĕ Нурислам Калмантаев, «Кызыл тан» тутар хаçачĕн тĕп редакторĕ Фаил Фатхтдинов филологи наукисен кандидачĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Заки Алибаев, ППУн пушкăрт филологи, тухăç пĕлĕвĕ тата журналистика факультечĕн деканĕ Гульфира Абдуллина профессор, «Ватандаш» журналăн тĕп редакторĕ Рашида Магадеева филологи наукисен кандидачĕ тата çак йĕркесен авторĕ пулчĕç. Вĕсем кашниех хăйсене хумхантаракан темăсене уçса пачĕç. Сăмахран, Гиният Сафиуллович «Пушкăрт пичечĕ, публицистики тата журналистики йĕркеленнин тата аталаннин хăй евĕрлĕхĕ» ыйтăва çĕклерĕ пулсан, Фаил Камилович «Тутар халăхĕн наципе культура эткерне упраса хăварас ĕçре республикăра тутар чĕлхипе тухса тăракан кăларăмсен витĕмĕ» темăна тарăн та анлăн тишкерчĕ. Мана Пушкăртстанри «Урал сасси» чăваш хаçачĕн контент-стратегийĕ çинче чарăнса тăма тиврĕ. Çавăн пекех тухса калаçакансем наци пичечĕн ăс-тăн йĕркелекен тата воспитани паракан потенциалĕ, пушкăрт чĕлхипе анлăрах усă курасси тата наци пичечĕ, «Ватандаш» журнал цифровизаци условийĕсенче: паянхи лару-тăру тата малашлăх ыйтусене хускатрĕç.
Пысăк форумра ZOOM мелĕпе усă курса Чечен Республикинчи Писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Канта Ибрагимов халăх писателĕ, Саха (Якутин) халăх писателĕ Николай Лугинов тата пирĕн ентеш, чăваш çыравçи, Эстонинче пурăнакан Дина Гаврилова сăмах ăсти çыхăнăва тухрĕç. Вĕсем «Ватандаш» журнал ĕçченĕсемпе вулаканĕсене кăларăм чĕрĕк ĕмĕр тултарнă ятпа саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Дина Леонидовна майпа усă курса «Урал сасси» коллективĕ тата унăн тусĕсем патне салам сăмахĕсем ăсатрĕ. Тавах ăна тимлĕх уйăрнăшăн тата ăшă та чĕререн тухакан сăмахсемшĕн.
Конференци вĕçĕнче ăслăлăх ĕçне хутшăннисем малашлăх планĕсене шута илсе резолюци йышăнчĕç. Пĕтĕмлетсе çакна палăртмалла, çивĕч ыйтусене хускатнă форум республикăра тухса тăракан наци кăларăмĕсене пĕр çĕре пухма пултарчĕ.

 

«Ватандаш» (чăвашла «Ентеш») журнал Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕ сĕннипе çуралнă пичет кăларăмĕ шутланать. 1996 çулта ПР Министрсен Кабинечĕ январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна кăларасси çинчен ятарлă йышăну тунă. Çав çул виçĕ номер кун çути курнă. Тепĕр çул кăларăм уйăхне пĕр хут тухса тăма пуçланă.
Хальхи вăхăтра унăн тиражĕ 1300 экземплярпа танлашать, 200 ытла питпе пичетленет. «Ватандашпа» интернетра та тĕплĕн паллашма пулать. Журналăн кашни номерне Раççейри чи пысăк наука порталĕнче (eLIBRARY.ru.) вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех уйрăм ĕçсене Яндекс. Дзен платформа çинче вуласа хак пама май пур. 2021 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, кăларăм «Раççей пресси» Ылтăн фончĕн 1-мĕш степень паллине тивĕçнĕ.



Юрий МИХАЙЛОВ,
«Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.
Ĕпхÿ хули.

Ăслăлăх форумĕ  тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ
Ăслăлăх форумĕ  тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ
Ăслăлăх форумĕ  тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ
Ăслăлăх форумĕ тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас в